Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Апрелӗн 4-мӗшӗнче 80 ҫул каялла пулнӑ пулӑмсем

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин 1383-мӗш кунӗ: Çӗнтерӳччен 35 талăк

– Хӗвелтухăç Померани наступленийӗ вӗçленнӗ. 2-мӗш тата 3-мӗш Украина фрончӗсен çарӗсем пӗтӗм Венгрие ирӗке кӑларнӑ.

– 4-мӗш Украина фрончӗн çарӗсем Чехословаки çарӗсемпе пӗрле Карпатри 60 ытла пурăнмалли вырăна илнӗ.

– Украинӑн 2-мӗш фрончӗн çарӗсем нимӗçсем çине тӑрсах хирӗç тӑнине пăхмасăр Словакин Братислава хулине (Дунай çинчи пысăк пӗлтерӗшлӗ промышленность центрӗпе порчӗ) нимӗç захватчикӗсенчен тасатнă.

– 3-мӗш Украина фрончӗн çарӗсем Нойштадтск каналӗ урлă каçса Баден хулине штурмпа илнӗ, Венăн кӑнтӑр-хӗвелтухӑç енчи 30 ял-поселокне, çавӑн пекех Венгрин кӑнтӑр-хӗвеланӑç пайне нимӗç фашисчӗсенчен хăтарнă.

 

Кун каçа нимӗçсен 22 танкне сирпӗтнӗ, 15 самолетне персе антарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 80-летие Великой Победы