Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ара Мишши вӑл Михаил Краснов

Вӑхӑтӗнче Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерствинче министр çумӗнче тӑрӑшнӑ май, Чӑваш Наци Конгресӗн ӗҫне нумай хутшӑнатчӗ вӑл

Михаил Николаевич Красновăн литературăри псевдонимӗ – Ара Мишши. Вăл Вăрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче нумай ачаллă çемьере çуралнă, ӗмӗр тăршшӗпех Чăваш Республикин патшалăх влаçӗн тата вырăнти хăйтытăмлăх органӗсенче ӗçленӗ. Тивӗçлӗ канăва тухиччен вун пилӗк çул Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерствинче министр çумӗнче тата этноконфесси хутшăнăвӗсен пайӗн пуçлăхӗнче вăй хунă.

Литература енне унчченех туртăннă Михаил Николаевич. Анчах та пикенсех хайлавсем шăрçалама нумаях пулмасть тытăннă. Вырăсла тата чăвашла çырать. Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă кăларăмӗсем: «Çамрăк юланутçă», «Пӗрремӗш утăмсем. Первые ступеньки», «Пятая четверть. Пиллӗкмӗш чӗрӗк», «Сеятель духовности».

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Пирӗн çемьере аттепе анне кашни çулах тӗрлӗ хаçат-журнал çырăнса илетчӗç. Çавна пулах-и, тен, эпӗ мӗн ачаранах илемлӗ литература вулама юратнă. Шкулта вӗреннӗ çулсенче чăваш тата вырăс литературин урокӗсене килӗштерсе çӳреттӗм. Почтальон илсе килекен «Тăван Атăл» тата «Ялав» журналсене пӗр страницине сиктермесӗр вулаттăм. Калаври килӗшекен сăнарсене куç умне кăларса тăрататтăм, вӗсен ӗçӗсем ăнса пынă чухне савăнаттăм, пурнăçӗнче пăтăрмахсемпе кăлтăксем тухса тăрсан пăшăрханаттăм. Çапла çав, литература тӗнчи вăл – асамлă, илӗртекен, шухăшлаттаракан тӗнче. Ман шутпа, литература тӗнчине кӗнӗ çыннăн пурнăçӗ илемлӗрех, кăсăклăрах, пуянрах.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Эпӗ час-часах ачасемпе тӗл пулса калаçатăп. Ун пек тӗлпулусем тӗрлӗ вырăнта пулса иртеççӗ: шкулта, культура çуртӗнче, ача садӗнче... Урамра та, çуртсен картишӗнче те, спорт лапамӗнче те вӗсемпе калаçма килӗштеретӗп. Вӗсем сан çине мӗнлерех куçсемпе пăхни, мӗнлерех ыйтусем пани, хуравлани, вӗсене мӗн кăсăклантарни, вӗсен шухăшӗсем, ӗмӗчӗсем... – пурте мана çырма хавхалантараççӗ.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Пултаруллă поэт-прозаик нумай. Кашнин хăйӗн тӗнчи, тавракурăмӗ, шухăшӗ... Çавăнпа пуринпе те тӗл пулса калаçма кăсăклă. Çав-çавах мана ытларах килӗшекен поэт – Юрий Сементер, прозаик – Юхма Мишши. Валери Туркай çырнă сăвăсем те, Арçук Тарасов калăпланă пьесăсем те çав тери килӗшеççӗ.
– Юратнă кӗнеке.
– Эпӗ Çеçпӗл Мишшин кӗнекисене час-часах алла илсе вулама юрататăп.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Эпӗ ытларах ачасем валли çырнине шута илсе май пулнă пулсан Леонид Агаков писательпе тата хамăн ентешпе — Василий Алендей писательпе​ — çав тери хапăл тусах калаçăттăм.
– Пурнăç девизӗ.
– Кашни кунах мӗнле те пулин усăллă ӗç тумалла.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Эпӗ çырнă пур хайлавпа та чи малтан Чăваш халăх поэтне Юрий Сементере паллаштарнă. Чылай хайлава Лидия Филипповăпа Арçук Тарасов çыравçăсем пăхса тухнă. Вӗсен сӗнӗвӗсем маншăн – чи пӗлтерӗшлисем. Уйрăм кӗнекесем тата калавсем пичетленсе тухнă хыççăн Анатолий Кибеч панă сӗнӳсем – çав тери хаклисем.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев