Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Арçынача çуралсан чăвашсем «Салтака юрăхлă пултăр!» теççӗ

Çак авалхи каларăш пирӗн халăх нихăçан та вăрçăран хăраманни çинчен калать. Çар хӗсмечӗ каччăшăн тӗрӗслев, пурнăçри экзамен пулса тăрать.

Майăн 24-27-мӗшӗсенче Çӗпрел районӗнчи отрасль технологийӗсен студенчӗсем тата районти шкулсенчи çамрăксем хирти çар сборӗсене хутшăнаççӗ. Салтак пурнăçӗпе пурăнса курас текенсем автоматпа усă курма, стройпа утма вӗренӗç. Вӗсене çар дисциплинине хăнăхтарӗç, çӗршыва тăшмансенчен хӳтӗлеме вӗрентӗç. Çӗршыв умӗнче паянхи кун вăрçă хăрушлăхӗ тăрать, апла пулсан, пурин те хатӗр пулмалла.  

Çав вăхăта, Çӗпрел районӗнчи «Тăван ен» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, Украинăран тепӗр салтак виллине илсе таврăннă. Майăн 25-мӗшӗнче Хурăнвар-Шăхалӗнчи культура çурчӗ умӗнче ял-йыш, вăрçă ветеранӗсем, район ертӳçисем кӳршӗ çӗршыври ятарлă çар операцине хутшăннă Илья Денисова юлашки çула ăсатнă. Пурнăçӗнчи юлашки самантчен Тăван Çӗршыв умӗнчи тивӗçне пурнăçланă каччăна питӗ шел. Вăл кăçал июль уйăхӗнче 26 тултармалла пулнă.

2018 çулта Чăваш патшалăх ял-хуçалăх академине вӗçленӗ хыççăн Илья Денисов салтака каять, Чӗмпӗрти сывлăш десанчӗн бригадине лекет, унта контрактпа хӗсмет иртме тытăнать.

«Эпир ăна юлашки çула ăсатмастпăр, вăл яланлăхах лайăх ывăл, лайăх пӗртăван, лайăх юлташпа лайăх çар çынни тата пирӗн Тăван Çӗршывăн чăн-чăн паттăрӗ пек пирӗн чӗресенче юлӗ», – тенӗ Чӗмпӗрти çар чаçӗн представителӗ Александр Авраменко хурлăхлă митингра.

«Тăван ен» хаçат сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X