Арининăн пултарулăх каçӗ
Анатолий Аринин поэтăн тата композиторăн нумай енлӗ пултарулăхӗпе аслă Раççейӗмӗрӗн нумай регионӗсенче интересленеççӗ
Анатолий Аринин поэтăн тата композиторăн нумай енлӗ пултарулăхӗпе аслă Раççейӗмӗрӗн нумай регионӗсенче интересленеççӗ
Нумай пулмасть Пушкăртстанăн тӗп хулинче Ӗпхӳре унăн пултарулăх каçӗ пулчӗ. Ăна хулари Чăваш вырсарни шкулӗ ПР Халăхсен Туслăх Çуртӗнче йӗркелесе ирттерчӗ.
Чăваш вырсарни шкулӗн директорӗ Полина Демченко пухăннисене Анатолий Арининăн пурнăçӗпе нумай енлӗ пултарулăхӗ пирки каласа пачӗ. Вăл поэт тата композитор кăна мар, юрист та, психолог та. Анатолий Николаевич ЧР Писательсен союзӗн вырăс уйрăмне ертсе пырать, çамрăк çыравçăсене пулăшать. Вăл тăрăшнипех вырăс уйрăмӗнче çӗнӗ ятсем нумай палăрчӗç.
Ӗпхӳри Чăваш вырсарни шкулӗнче вӗренекен Софья Плотникова, Анна Архипова тата Светлана Герасимова А.Арининăн патриотла сăввисене каларӗç.
Пултарулăх каçне Ӗпхӳри ытти халăхсен вырсарни шкулӗсен — тутар, пушкăрт тата нимӗç — шкулӗсенче вӗренекенсем те, ашшӗ-амăшӗсенчен йӗркеленнӗ «Элем» ансамбль те хутшăнчӗç. Туслăх Çурчӗн директорӗ Эльмира Саматова çак мероприятие йӗркелекенсене тав турӗ, пурне те Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗпе саламларӗ, Тав хучӗсем пачӗ.
ЧР Писательсен союзӗн вырăс уйрăмӗ, Вырăс писательсен союзӗ (Мускав) Пушкăртстанри Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн çумне Ю.П.Михайлова, Ӗпхӳри Чăваш вырсарни шкулӗн директорне П.В.Демченкăна А.Н.Арининăн пултарулăх каçне йӗркелесе ирттернӗшӗн, çавăн пекех С.Плотниковăна, А.Архиповăна тата С.Герасимовăна унта хастар хутшăннăшăн чӗререн тав тăватпăр.
Елена САМАРИНА,
Чăваш наци культурин тава тивӗçлӗ деятелӗ,
ЧР Писательсен союзӗн вырăс уйрăмӗн пайташӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев