Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Арск, Мӗслӗм, Теччӗпе Пăва районӗсенче вӗлле хурчӗсем химикатсене пула вилнӗ тӗслӗхсем палăрнă

Шăрăх тăракан кунсем çӗр ӗçченӗсемпе утарçăсемшӗн çав тери кăткăс вăхăт. Кун пек çанталăкра хурт-кăпшанкă ӗрчет, çумкурăк хăвăрт ӳсет. Апла-тăк, хуçалăхсен ирӗксӗрех хирсене пестицидсем сапма тивет. 1 тата 2-мӗш класс хăрушлăхри препаратпа усă курни вара вӗлле хурчӗсемшӗн вилӗм. Çакна пăхмасăр хăш-пӗр хуçалăхсем шута илесшӗн мар-мӗн, вырăн-вырăнпа дозăна виçӗ хут ӳстерекенсем те пур.

Шăпах химикатсене пула Арск, Мӗслӗм, Теччӗпе Пăва районӗсенче вӗлле хурчӗсем вилнӗ тӗслӗхсем палăрнă. Кун çинчен «Татар-информра» иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире «Тутарстан утарçисем» обществăлла организацин представителӗсем каласа пачӗç.

ТР аквакультура тата вӗлле хурчӗсем ӗрчетессипе управленийӗн генеральнăй директорӗ Марат Миннебаев каланă тăрăх, Тутарстан хирӗсене пестицидсем сапассине утарçăсене вăхăтра хыпарламашкăн Ватсапп мессенджерта пӗлтӗрех ушкăнсем, вӗлле хурчӗсем вилнин сăлтавне тӗпчеме ятарлă комисси йӗркеленӗ. Анчах «Тутарстан утарçисем» обществăлла организацин ертӳçи Шавкат Хайруллин Ватсапри ушкăнсем кашни районăн хăйне уйрăм пулнипе районпа район утарçисем хутшăнайманнине каларӗ. Ку вара каллех йывăрлăхсем кăларса тăратать иккен. Темиçе кун каялла кăна-ха Пăва районӗнчи Теччӗ районӗпе чикӗленекен ялсенче вӗлле хурчӗсем вилнине пӗлтерчӗ вăл. Инкек Теччӗ хирне химикатпа сапасси çинчен пăвасене хыпарламаннипе çыхăннă. Çавăнпа Ватсапри ушкăнсенче кӳршӗллӗ районсен утарçисем те пулмаллине пусарсах каларӗ вăл.
Нумай чухне хирсене химикатсем сапнипе тӳснӗ тăкака утарçă саплаштараймасть иккен. Пӗрремӗшӗнчен, пурте утар паспортне тутарман. Ял хутлăхӗ утара шута илсе хуçалăх кӗнекине кӗртмен пулсан, паллă ӗнтӗ, патшалăх тăкака саплаштармасть. Иккӗмӗшӗнчен, вӗлле хурчӗ мӗншӗн вилнин сăлтавне палăртмашкăн вӗлле хуртне  тата хирти культурăсене анализ тума лаборатори те, специалистсем те Тутарстанра çук. Çавăнпа утарçăсем ку е вăл хуçалăха хирӗç тăратнă тавăçа судра выляса илеймеççӗ те. Усси çуккине курах-тăр, шар курнă утарçăсенчен нумайăшӗ хуçалăха суда парса аппаланасшăн та мар. Акă мӗншӗн ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствиннипе «Тутарстан утарçисен» обществăлла организацин статистикисен уйрăмлăхӗ пысăк. Тӗслӗхрен, 2019 çулта ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви 3,5 пин вӗлле çемйи пӗтнине кăтартать пулсан, утарçăсен ку шут 20 пинрен иртет.
 Çитменнине хăш-пӗр хуçалăх химиката пӗлмесӗр кирлинчен ытлашшипех усă курать. Ку вара вӗлле хурчӗсемшӗн кăна мар, вӗçен кайăксемпе чӗрӗп пек пӗчӗк чӗрчунсемшӗн те, хурт-кăпшанкăшăн та хăрушă. Шел те, химикатсене пула вилнӗ вӗçен кайăксемпе чӗрчунсене шута илесси йăлара мар пирӗн. Кунсăр пуçне пестицидсем çын сывлăхӗшӗн те сиенлӗ, препаратсем тăпрара ирӗлмесӗр пухăнса пыраççӗ. Эппин, грунт шывӗсемпе пусăсене те лекеççӗ.
Спикерсем, июнӗн 29-мӗшӗнче вăя кӗнӗ «Вӗлле хурчӗсем ӗрчетесси çинчен» 490№ Федераллă закон ялсем çумӗнчи хирсене вăйлă химикат сапакан хуçалăхсене яваплăрах пулма хистессе питӗ шанаççӗ. Мӗншӗн тесен Россельхознадзорăн мартăн 1-мӗшӗнче вăя кӗнӗ çӗнӗ правилисемпе ял çумӗнчи 300 метрти хирсене химикатсем сапма юраманнине нумай хуçалăх хăлхана та чикмест.
Лару-тăру малашне те йӗркеленмесен, утарçăсем вӗлле хурчӗсем вилсе пырасран шикленеççӗ. Чăн та, хуçалăхсем те пурте пӗр пек мар, нумайăшӗ ялсем çывăхӗнчи хирсене хăçан, миçере тата хăрушсăртарах 3 тата 4 класлă препарат сапассине утарçăсене маларах пӗлтереççӗ. Тутарстан пылӗ Пушкăртстанри пылран нимӗнпе те улшăнса тăманнине каларӗç спикерсем, мӗншӗн тесен кӳршӗллӗ икӗ регионăн пыл пухмалли чечек бази пӗр. Кӳршӗсем йăрăрах пулса хăйсен брендне йӗркеленинче кăна уйрăмлăх.

Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев