Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Артекри ачасем те коронавируспа чирлеҫҫӗ

Ачасен халӑхсем хушшинчи кану центрӗнче 12 ачара коронавирус тупса палӑртнӑ

"Паянхи куна инфекци паллисемпе 12 ачана Крым Республикин Сывлӑх сыхлав учрежденийӗсене куҫарнӑ", – тесе пӗлтернӗ Халӑхсем хушшинчи ачасен центрӗн директорӗ Константин Федоренко.

Чирленӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗсене пӗлтӑрнӗ, вӗсем ачисемпе ҫыхӑнура тӑраҫҫӗ. 

Паянхи куна "Артекра" 2500 яхӑн ача канать. Маларах Covid-19 чире лагерьти 6 ачара тупнӑ пулнӑ. Вӗсене пурне те инфекци больницине вврнаҫтарнӑ, вӗсемпе контакта кӗнӗ ачасене – обсерватора. 

Лагерьте дезинфекци туса ирттернӗ. Вӑл хӑй ӗҫне малалла тӑсать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев