Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Артем Дзюба ку эрнере Хусанти «Рубиншăн» выляма пуçлама пултарать

Питӗрти «Зенитра» нападающий пулса вылякан Артем Дзюба ку эрнере Хусанти «Рубиншăн» выляма пуçлама пултарать

Пӗр агентство паракан хыпарсемех пӗр-пӗрне хирӗçлесси паянхи самана чăнлăхӗ пулин те, Артем Дзюба малашне ăçта вылясси спортпа кăсăкланакан чылай болельщика интереслентерет.

Ку эрне пуçламăшӗнче «Рубин» Турцири сбора хутшăнакан состава кам кӗнине уçăмлатрӗ. Палăртса хăвармалла, нападающисен списокӗнче «Не Дзюба 100%» позици пурччӗ.

Хусанти «Рубин» Турцири Белеке тренировка сборӗсене ирттерме килсе те çитнӗ ӗнтӗ. Нумай пулмасть Леонид Слуцкий команди отпускран тухнă. Футболистсем пӗрремӗш тренировка ирттерме те ӗлкӗрнӗ.

Раççей футбол чемпионачӗн 18 турӗ хыççăн 22 очко пухнă «Рубин» РПЛ турнир таблицинче вуннăмӗш вырăн йышăнать. Чемпионатăн çуллахи-кӗрхи сезонне хусансем пӗрин хыççăн теприне виçӗ командăна выляса ярассипе вӗçлерӗç. «Рубинра» Дзюба пек нападающий пулсан лару-тăру лайăхланма пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев