Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Артем Прокофьев РФ Патшалăх Думине ӗçлеме куçӗ

КПРФ иртнӗ суйлавсенче Тутарстанра 223,6 пин сасă пуçтарнă, ку вăл пӗтӗмӗшле сасăсен 9,6 проценчӗ

Суйлавсен пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, РФ Патшалăх Думине Тутарстанри парламентран 4 депутат суйланнă – Татьяна Ларионова, Илья Вольфсон, Марат Нуриев тата Артем Прокофьев. Çакăн çинчен ТР Патшалăх Канашӗн 24-мӗш ларăвӗнче Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов пӗлтернӗ.

«Раççей Тӗп суйлав комиссийӗ Патшалăх Думин депутачӗсене суйланине ыран пӗтӗмлетмелле. Апла пулин те пӗтӗмӗшле ӳкерчӗк паллă, – тенӗ парламентарий. – Ыран эпир Тӗп суйлав комиссийӗнчен хыпар илетпӗр тесе шутлатăп, анчах та, ман шутпа, пирӗн ӗçтешсене саламламашкăн юрать пек, вӗсене республика интересӗсене тивӗçлӗ шайра хӳтӗлеме сунас килет».  

 

Камалтынов палăртнă тăрăх, суйлав йӗркеллӗ иртнӗ, Раççей влаçӗн чи аслă закон кăларакан органӗ йӗркеленнӗ, Дума çурри ытла çӗнелет. Депутат Тутарстанри суйлавсем иртнине те лайăх паллăпа хакланă.

«Тутарстансем «Единая Россия» кандидачӗсене пысăк тӗрев панă – сасăсен 79 проценчӗ. Республикăри пӗр мандатлă округсенче – улттăшӗнче те – «Единая Россия» кандидачӗсем çӗнтернӗ», – тесе пӗлтернӗ вăл.

Патшалăх Думисӗр пуçне ТР Патшалăх Канашӗн икӗ округӗпе хушма суйлавсем иртнӗ. Азински пӗр мандатлă округра Эмиль Хуснутдинов çӗнтернӗ, Студенчески округра – Ренат Сибгатуллин.  

ТР Патшалăх Канашӗн сайтӗнчи сăнӳкерчӗк

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев