Сувар

Артистсене пулăшу памалли вăхăт çитме те пултарать

Кам пӗлет, тен соцсетьсем малашне çăлтăрсен пӗртен-пӗр тупăш çăлкуçӗ пулса юлӗç?

Раççей эстрадине пăхатăн-та, йӗрӗнчӗклӗ туйăмсем çуралаççӗ. Нумайăшӗ икӗ уйăх концертсем ирттермесӗр ӳтеме пуçланă пекех туйăнать. 
Малтан, Валерия юрăçăн упăшки тата продюсерӗ Иосиф Пригожинăн хальхи вăхăтра сцена ăстисем йывăр лару-тăрăва лекни çинчен калани тарăхтарса янă соцсетьсенче «ларакансене». Унăн сăмахӗпе, чи чаплă юрăçсем те паян укçасăр нушаланаççӗ, маларах мӗн пухнине тăкакласа пурăнаççӗ имӗш.

Сăмах май, каласа хăварас килет, Валерия юрăç корпоративра 45 минут юрланăшăн 4 миллион тенкӗ ыйтать. Пуяншăн пӗр миллион тенкӗ те сахал укçа-тăр çав..

Кун пек мӗскӗнленнине эпотажлă юрăç Сергей Шнуров асăрхамасăр ирттереймен, паллах. Вăл Пригожин ячӗпе хăйӗн стилӗнче (намăссăр сăмахсемпе) питлевлӗ сăвă çырса хăйӗн инстаграм-страницинче пичетлесе кăларнă. Лешӗ кӳреннипе хирӗç хуравланă. Пуçланнă кунта çуйхашу.

Василий Уткин сăмахӗсемпе «влаç майлă суйса выртакан» Владимир Соловьев телеертӳçӗпе асăннă спорткомментатор хушшинче нумай пулмасть пулса иртнӗ (тен, иртмен-тӗр те) интернет-тытăçу пекех, ку скандал та нумай çын тимлӗхне илчӗ. Апла-тăк çăлтăрсен страницисем çине çырăнакан ӳсет. Ку вара хаклă хакпа реклама сутма май парать.

Максим Галкин хăйӗн Инстаграмӗнче Собянинпа Путин пирки пароди тунине, ăна 14 миллион çын пăхнă пулсан та, хăшӗ-пӗри килӗштермен. Евгений Миронов актера Галкин Мускав влаçӗсене критиклени килӗшмен. Имӗш, хальхи çӗршывшăн, унта пурăнакансемшӗн йывăр вăхăтра юморист подписчиксем пуçтарас тесе тунă ку ӗçе.

Чăваш эстрадинчи артистсем пачах та ун пек мар. Пӗри те соцсетьсенче влаçа вăрçмасть. Нумайăшӗ кулăш алăкне уçма хăтланаççӗ. Хăшӗсен ăнăçлах пулать. Интереслӗ видеорепортажсем, шӳтсем куратпăр вӗсен инстаграмӗсенче. Маттурсем. Хальхи вăхăтра шӳтлеме пултарайманнисем прицеп çаклатса районсем тăрăх чăх чӗппи сутма тухни те начар япала мар. Палламан çынсемпе сăн ӳкерӗннӗ чухне маска тăхăнмалли çинчен кăна аса илтерес килет.   

Кам пӗлет, тен соцсетьсем малашне çăлтăрсен пӗртен-пӗр тупăш çăлкуçӗ пулса юлӗç?
Сăнӳкерчӗксем Максим Галкинăн, Сергей Шнуровăн, Петр Ермолаевăн инстаграм-страницисенчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: