«Ăрусен çыхăнăвӗ» ачасемпе аслисене пухрӗ
Мартăн 4-мӗшӗнче Раççей Пенсионерсен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗ пуçарнипе шахматла вылякансен «Ăрусен çыхăнăвӗ» республика турнирӗн муниципаллă тапхăрӗ иртрӗ. Ăна Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă.
Турнира ачасем, ашшӗ-амăшӗсем тата асатте-асаннесемпе кукамай-кукаçисем хутшăнчӗç. Шкул ачисен хушшинче 1-мӗш вырăна Регина Низамова, 2-мӗшне – Инзиля Садеева, 3-мӗшне вара Самат Айсинпа Дмитрий Чирланов çӗнсе илчӗç. Вӗсем пурте Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1№ шкулта вӗренеççӗ.
Хӗрарăмсен хушшинче Светлана Портнова – 1-мӗш, Ольга Новая – 2-мӗш (иккӗшӗ те Хулаçырминчен), Гельфия Исхакова (Кивӗ Çӗпрел) 3-мӗш вырăнсене йышăнчӗç. Пенсионерсен хушшинче райцентрта пурăнакан Ирфан Валиуллин чи маттурри пулчӗ, Вячеслав Матвеев (Упи) – 2-мӗш, Геннадий Карсаков (Çӗнӗ Йӗлмел) 3-мӗш вырăнсене тивӗçрӗç.
Турнира хутшăнакансене Çӗпрел район пуçлăхӗн çумӗ, Шахмат федерацийӗн районти филиалӗн ертӳçи Алексей Ярухин, районти Пенсионерсен союзӗн председателӗ Дилюза Азизова, Спорт, туризм тата çамрăксен ӗçӗсен уйрăмӗн пуçлăхӗ Руслан Валиуллов саламларӗç, çӗнтерӳçӗсене Хисеп хучӗ тата парне парса чысларӗç.
Геннадий КАРСАКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев