Сувар

Асанне арчи

Ватăсен декадине халалласа Çӗпрел районӗнчи Упи библиотекинче «Асанне арчи» ятпа тематикăллă каç ирттертӗмӗр.

Ватăсен декадине халалласа Çӗпрел районӗнчи Упи библиотекинче «Асанне арчи» ятпа тематикăллă каç ирттертӗмӗр. Савăнăçлă каçăн тӗп «хăни», паллах, авалхи халăх тумӗсем, тӗрленӗ алшăллисем тултарнă асанне арчи пулчӗ. Библиотекарь «Чăваш тӗрри – чӗре юрри» ятлă кӗнекесен куравне йӗркеленӗ, вулакансене чăваш наци тумӗн историйӗпе, тӗрӗсемпе паллаштарчӗ. Ирина Виталиевна арчаран ӗлӗкхи япаласене кăлара-кăлара кăтартрӗ, кашнин пиркиех тӗплӗн каласа пачӗ.

Библиотекăна çӳреме кăмăллакан сумлă ватăсем В.Дергунова тата В.Смирнова чăн чăваш туйӗ пирки каласа пачӗç, туй юррисем юрласа кăтартрӗç. Библиотекарь ачасене çăпата пирки тӗплӗн каласа пачӗ, çак ӗлӗкхи ура тăхăнмаллине мӗнле хатӗрсемпе ăсталамаллине кăтартрӗ.

Çавăн пекех музей ӗçченӗ Ю.Адъютантов та ачасене ӗлӗкхи йăла-йӗркепе паллаштарчӗ. Экспонатсене пуçтарма ял хутлăхӗн пуçлăхӗ А.Е.Ярухин нумай пулăшнă. Экспонатсемпе кашни ачах çывăххăн паллашма пултарчӗ çак каç. Авалхи япаласене тытса пăхни историпе çывăхрах паллашма пуçларӗ тейӗн. Мероприяти хыççăн ачасем пурте тенӗ пекех чăвашла кӗнекесем вулама илсе кайрӗç.

«Асаннепе кукамай аллисем тунсăх мӗнне пӗлмеççӗ» курав та интереслӗ пулчӗ пухăннисемшӗн. Юлашкинчен пурте пӗрле сăн ӳкерӗнтӗмӗр. (Ирина ПАВЛОВА, библиотекарь).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: