Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСАННЕ КАЛАСА ПАНИ

Пур çӗрте те чăвашла пуплеççӗ, экзаменсене кӗтеççӗ – вӗренесшӗн тăрăшнă чăваш çамрăкӗсем

Вырсарникун, ака уйăхӗн 25-мӗшӗнче, чăвашсен Аслă Вӗрентекенӗ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 173 çул çитет. Çак çутă куна эпир кашни çулах Чăваш чӗлхи кунӗ пек те паллă тăватпăр. Пирӗншӗн, хаçатра ӗçлекенсемшӗн, И.Яковлев çинчен аса илсе çырнă кашни йӗрке хаклă. Çакна пӗлсех педагогика ӗçӗн ветеранӗ, 3-мӗш ăрури учитель, «Сăрнай» халăх ансамблӗн солистки Роза Михайловна Егорова юратнă асламăшӗ каласа парса çыртарнине редакцие килсе пачӗ. Çак материалта Мария Васильевна Егорова (хӗр чухнехи хушамачӗ Васильева) хăй аслă ăсчах патӗнче вӗреннине аса илет.

 

«Тӗрлемесри шкула пӗтерсен, – аса илет унта Мария Васильевна, – эпӗ Чӗмпӗре вӗренме кайма хатӗрленме тытăнтăм. Манăн аппа, Чӗмпӗр  чăваш шкулӗнче вӗренекенскер, изложенисем, диктантсем çыртаратчӗ, задачăсем шутлаттаратчӗ. Унпа пӗрле эпир кирлӗ документсем пухса Чӗмпӗре ятăмăр. Анне мана килтен ярасшăн марччӗ. Вăл йывăр çынччӗ, хăйне пулăшакансăр юлас темен.    
– Епле те пулин чăтăпăр. Вӗренме каймаллах, – текелетчӗ атте.
– Шкула кӗреймесен Чӗмпӗр хулине курса килетӗп, – хуравлаттăм аннене.
Манăн телей те пулчӗ. Çуллахи кунсенче пуян кӳршӗ мана тара тытрӗ. Эпӗ унта çумкурăксене тасатса, тырă вырса виçӗ тенкӗ ӗçлесе илтӗм. Çав укçапа çăпата туянтăм. Çӗнӗ пуртенкке, кӗпе çӗлерӗм.
Августăн 13-мӗшӗнче (1909 çул) шкула чӗнекен çыру çитрӗ. Анне мана çимелли пухса пачӗ. Кутамккана илтӗм те Куславкка пристаньне тухса утрăм. Макăрсах уйрăлтăмăр аннепе. Чӗмпӗре аванах çитрӗм. Пӗр хӗрарăм мана шкул ăçта вырнаçнине тӗплӗн ăнлантарса пачӗ.
Шкула çитрӗм – никам та çук. Пӗлтӗм: экзаменсем пилӗк кунтан тин,  çурла уйă­хӗн 20-мӗшӗнче пуçланаççӗ. Пӗр кун иртсен шкула ачасем тулма тытăнчӗç. Пур çӗрте те чăвашла пуплеççӗ, экзаменсене кӗтеççӗ. Вӗренесшӗн тăрăшнă чăваш çамрăкӗсем.
Манăн апат-çимӗç пӗтрӗ. Анчах та священник мăшăрӗ Мария Ивановна пулăшрӗ. Вăл аппана, Таньăна, кунта вӗренсе тухнăскере, аван пӗлнӗ иккен. Хăй те Тӗрлемесре çуралса ӳснӗ.
Экзамен кунӗ çитрӗ. Малтан вырăс чӗлхипе тӗрӗслӗç. Предмета шкул директорӗн арăмӗ Екатерина Алексеевна Яковлева тытса пырать. Чи пысăк класа пухăнса лартăмăр. И.Крыловăн «Волк на псарне»  юптарăвӗпе изложени çырма хушрӗç. Çыртăм. Эпӗ «минус 5» паллă илтӗм. Савăнтăм. Тен, вӗренме те кӗрӗп-ха тесе шутларăм.
Тепӗр кунне вырăн çук. Эпир иккӗн чӳрече сакки çине вырнаçрăмăр çеç – тепӗр ача пычӗ. Эпӗ вырăн парас тесе куçрăм та кантăка çӗмӗртӗм. «Ӗç пӗтрӗ курăнать», – тесе шутласа ӗлкӗртӗм.  Шăпах класа Наталья Яковлева заведующи кӗчӗ. «Кам кантăка çӗмӗрчӗ?» – ыйтрӗ вăл манран. «Эпӗ ăнсăртран аркат­рăм», – хуравлатăп, каçару ыйтатăп. Вăл каçарчӗ-тӗр. Малашне кантăк çинчен сăмах пулмарӗ.
Арифметикăпа экзамен пуçланчӗ. Эпӗ хамăн варианта хăвăрт та аван шутларăм. Виççӗмӗш экзамен юрлассипе пулчӗ. Чиркӳ юррине юрласа патăм. Тепӗр кунне шкула кама илнисен хушамачӗсене вуласа пачӗç. Эпӗ вӗренме кӗнисен шутне лекрӗм...
Шкулти вӗрентекенсем çӗнӗрен кӗнисемпе тӗл пулчӗç, паллашрӗç, кун йӗрки çинчен каласа пачӗç. Чăваш шкулӗн директорӗ Иван Яковлевич Яковлев ун чухне Чӗмпӗрте çукчӗ. Вăл иккӗмӗш хут Хӗвеланăç Европăна тухса кайнăччӗ, унта халăха вӗрентес ӗçе епле йӗркеленипе паллашнă.
Пире пурне те классем тăрăх пайларӗç. Эпир чиркӗвӗн иккӗмӗш хутӗнче вырнаçрăмăр. Пӗр çул аванах вӗрентӗмӗр. Вӗрентекенсем питӗ аван çынсемччӗ. Пире пурăнма хăнăхтаратчӗç. Кил-çурт хуçалăхне тытса пыма, ачасене пăхма, ал ӗç тума, çӗлеме вӗрентетчӗç. Хӗрачасем килти мӗнпур ӗçе хăйсем тăватчӗç: пӳлӗмсене çуса тасататчӗç,  хăйсем валли кӗпесем çӗлетчӗç, кухньăра тăрăшатчӗç.
Директор мăшăрӗ Екатерина Алексеевна вырăс чӗлхипе, географипе, историпе вӗрентетчӗ. Вăл чылай ӗçсене хăй тăватчӗ. Вӗрентнӗ кăна мар, пӗтӗм йӗркене çирӗп тытса пыратчӗ. Эпир, хӗрачасем, ăна питӗ юрататтăмăр, хисеплеттӗмӗр.
Унпа пӗрле эпир Чӗмпӗр патӗнчи фермăра та ӗçлеттӗмӗр, çумлаттăмăр, тырă выраттăмăр, пахча çимӗç пухса кӗртеттӗмӗр.
Тата çакна аса илес-ха. 1907 çулта патшалăха хирӗç тăнăшăн чăваш шкулӗнчи 1-мӗш класа пӗтӗмпех кăларса янă. Вӗсен шутӗнче Константин Иванов та пулнă. Иван Яковлев тăрăшнипе икӗ çул иртсен ăна каялла чӗннӗ. К.Иванов аван ӳнерçӗ пулнă май, вăл ачасене ӳкерчӗксем тума вӗрентнӗ, тӗрӗс çырма хăнăхтарнă. «Нарспи» авторӗ чăваш шкулӗнче 1909 – 1915 çулсенче ӗçленӗ. Кайран вăл хăйӗн тăван ялӗнче чахоткăран вилнӗ.
 Константин Иванов тӳпи, пӗр енчен, пирӗн класа та тивнӗ. Шкула Анастасия Ивановна пропагандистка çӳретчӗ. Унта вăл революци темипе лекцисем вуланă. Пирӗн класран унта 7 ача тăтăшах çӳренӗ. 1910 çулта çавăншăн 6 ачана шкултан кăларса янă.
Чиркӳри класра эпир икӗ çул вӗрентӗмӗр. Кайран пире урăх çӗре куçарчӗç. Наталья Яковлевна Яковлева вӗрентекенӗн пӳлӗмӗпе хирӗç выр­наçрăмăр. Класра 23 ача çеç юлчӗ.  Вӗсенчен 9-шӗ Шупашкар уесӗнчен. Общежитире эпир Марфа Дмитриевна Дмитриевăпа  (Трубина Марфи) пурăнаттăмăр. Вăл кайран чăвашсен паллă çыравçине тухрӗ. Марфа илемлӗ литература питӗ нумай вулатчӗ. Çӗрле çурта çутса хăй те çыратчӗ. Каярахпа эпир унпа пӗр-пӗрин патне çырусем çыраттăмăр.
Шкул пӗтерсен пире тӗрлӗ çӗре салат­рӗç. Мана Пăвана ячӗç, кайран – Çӗнӗ Йӗлмелне. Çитрӗм яла. Шкулăн хваттер çук. Эпӗ Корнил Егорович тимӗрçӗ патне вырнаçрăм. Карчăкпа старик мана питӗ пулăшрӗç. Вӗсен сад пахчи тата пысăк утар пурччӗ. Вӗсене таврара пурте пӗлетчӗç.
Кунта 3 çул ачасене вӗрентсе пу­рăнтăм. Манăн хамăн хваттер илес килетчӗ. Пӗррехинче инспектор килсен ăна хамăн шухăша пӗлтертӗм. Вăл пулăшма сăмах пачӗ. Мана Чăваш Çӗпрелӗнчи çӗнӗ шкула куçарчӗç. Кунта пысăк та çутă классемччӗ. Чăваш Çӗпрелӗнче 3 çул ӗçлерӗм. 1917 çулхи нарăс (февраль) уйăхӗнче Никифор Егорова качча тухрăм та Харькова кайрăм. Ăна эпӗ Çӗнӗ Йӗлмелӗнче курнăччӗ. Кайран çырусем çӳрететтӗмӗр. Вăл Харьковра чукун çул управленийӗнче ӗçлетчӗ. Эп килте юратнă ӗçшӗн тунсăхлаттăмччӗ.
Кӗçех буржуазилле революци пулчӗ. Упăшка йӗркеллӗ вăй хуратчӗ.  Раштавра (декабрь) пирвайхи ывăл Евгений çуралчӗ. 1918 çулхи çуркунне эпир çемьепе Харьков патӗнчи дачăна куçрăмăр. Петлюра отрячӗсем ашкăнатчӗç. Хваттерсене кӗрсе хуçаланатчӗç. Эпир кӗтессе хӗсӗнеттӗмӗр. 1918 çулхи çулла Никифора Мускаври курссене ячӗç. Эпӗ те çине тăрсах унпа каяс терӗм, мӗншӗн тесен каллех Петлюра Харькова таврăнать тенине илтнӗччӗ. Мана мăшăр хăварасшăнччӗ, анчах эпӗ те унпа Мускава кайрăм.
Çул пӗр эрне ытла тăсăлчӗ. Çӗршывăн тӗп хулин çыннисем выçăхса çитнӗ. Аран-аран Тӗрлемесе çитрӗмӗр. Вакунтан тухма май çук – михӗллӗ çыхăсемпе алăка пăкăласа лартнă. Тухаймарăм, алăри ачапа малалла кайма тиврӗ. Упăшка, малтан тухнăскер, перрон çинче тăрса юлчӗ. Эпӗ пепкене ума çакнăскер тепӗр станцирен каялла таврăнтăм. Атте-анне килне çитрӗмӗр.
Тепӗр кун ирхине Никифор Егорович Мускава кайрӗ. Эпир çăвӗпех ялта пурăнтăмăр».

* * *   
Асанне, Мария Васильевна Егорова, вăрăм ӗмӗрлӗ пулчӗ. Мăшăрӗпе вӗсем 6 ачана пурнăç парнелесе çуначӗсем тӗреклениччен пулăшнă, аслă пӗлӳ панă. Иван Яковлевич Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗреннӗскер,  çак тӗлӗнмелле хӗрарăм яланах хăйӗн вӗрентекенӗсем Екатеринăпа Иван Яковлевсем пек тăван халăха çутта кăларассишӗн ырми-канми тăрăшнă. Каярахпа пысăк та яваплă ӗçсенче те вăй хунă. Виçӗ медале тивӗçнӗ. Пире, мăнукӗсене, ачисене, яланах Чӗмпӗрте вӗреннине мăнаçланса каласа паратчӗ вăл, хăйӗн ӗçне малалла тăсма пиллетчӗ.

 

Роза ЕГОРОВА.
Ульяновск хули.
Егоровсен çемье архивӗнчи
 сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев