Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Асăну каçне ветерансемпе ачасен ашшӗсене чӗнтӗмӗр

Февралӗн 13-мӗшӗнче Çӗнӗ Упири тӗп шкулта, çамрăк ăрăва çарпа патриотла воспитани парас уйăхлăх шайӗнче, Аслă вăрçа, Афганпа Чечня вăрçисене тата Донбасс халăхне хӳтӗлес тӗллевпе ирттерекен ятарлă çар операцине хутшăнакансене, çар тивӗçне пурнăçланă ентешсене халалланă «Асăну каçӗ» мероприяти иртрӗ.

Тӗлпулăва Çӗпрел районӗнчи Тӗрлӗ хирӗçтăрусене хутшăннă ветерансен канашӗн ертӳçи Виктор Петрович Петухов, Афганистан территорийӗнчи çапăçусене хутшăннă ветерансем Геннадий Витальевич Лелюков, Иван Николаевич Дергунов, Владимир Федорович Ярзуткин, Чӗмпӗр тăрăхӗнчен килнӗ Марс Киямович Саяпов, Чечня вăрçипе Çурçӗр Кавказри çапăçусене хутшăннă, Чернобыльти АЭСра катастрофа пулнă хыççăн ăна ликвидацилес ӗçе хутшăннă Владимир Егорович Ярухин, Чечня вăрçине хутшăннă – Алексей Васильевич Марков, Донбасс халăхне хӳтӗлес тӗллевпе ирттерекен ятарлă çар операцине хутшăннă Евгений Валерьевич Никитин, Алексей Александрович Яргунов, Çӗпрел районӗн пуçлăхӗн çумӗ Алексей Егорович Ярухин, Упи ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Александр Петрович Ярухин, Упири Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн чиркӳ настоятелӗ Владимир атте (Кудрявцев) хутшăнса вӗренекенсен умӗнче  тухса калаçрӗç. 

Çаплах, мероприятие шкулта вӗренекенсен ашшӗсем те хутшăнчӗç.  Асăну каçӗ патриотла юрăсемпе, сăвăсемпе ылмашăнса пычӗ. 

Зала пухăннисем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă Çӗнӗ Упи  каччисем тата Çӗпрел районӗнчен ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă салтаксем çинчен хатӗрленӗ стендсемпе паллашма пултарчӗç. Вăрçă хирӗнчен таврăнайманнисене аса илсе пурте пӗр минут шăп тăчӗç. 

Мероприяти вӗçленсе пынă май шкул директорӗ Диана Николаевна Горбунова сăмах илчӗ. Вăл чӗннӗ хăнасене, ачасен ашшӗсене «Асăну каçне» килнӗшӗн тав турӗ. Çывхарса килекен уявпа – Тăван çӗршыва Хӳтӗлекенсен кунӗ ячӗпе саламларӗ, пурне та вăрăм ӗмӗр, телей, тăнăç тӳпе сунчӗ.

Çак тӗлпулу кашнин чӗринче нумайччен упранӗ.

Нина ЯТМАНОВА,

Юрий АДЪЮТАНТОВ. 

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи. 

Авторсен сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День защитника Отечества