Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСĂРХĂР: «ЧĂВАШ РОМАНӖ» КОНКУРС!

Чăваш кӗнеке издательстви çулсеренех тӗрлӗ ӳсӗмри вулакансем валли чылай илемлӗ кăларăм калăпласа кăларать. Тӗлпулусене тăтăшах тухса çӳренӗ май аслă çултисем пысăк калăпăшлă хайлавсене чăтăмсăррăн кӗтни палăрчӗ.

Çакна шута илсе Чăваш кӗнеке издательстви пирвайхи хут «Чăваш романӗ» конкурс ирттерме йышăнчӗ. Унăн тӗллевӗсем – чăваш литературин аталанăвне тивӗçлӗ тӳпе хывакан произведенисен авторӗсене тупса палăртасси, хальхи чăваш литературине халăхра анлă сарасси, пултаруллă çамрăк авторсене тупса палăртасси тата вӗсене литература ӗçӗнче аталанма пулăшасси, хайлавсем çырма хавхалантарасси.

Конкурса чăвашла çырнă ӗçсене çеç йышăнаççӗ, вӗсем роман жанрӗпе килӗшсе тăмалла, литература чӗлхи тӗлӗшӗнчен таса та илемлӗ пулмалла. Конкурса хутшăнмалли йӗркепе тӗплӗнрех Чăваш кӗнеке издательствин сайтӗнче «Акцисем тата конкурссем» пайра вырнаçтарнă положенире паллашма пулать.

Сирӗн çӗнӗ роман ал çырăвӗсене чăтăмсăррăн кӗтетпӗр!

 

Ольга ФЕДОРОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев