Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Асатте тăпри

Юлашки вăхăтра эпӗ Анатолий Меркурьевич Малышевăн пултарулăхне тимлӗн сăнатăп. 2020 çулта Шупашкарта тухнă «Пуç сырман шухăшсем» çырнисен пуххи те алла калем тытма хистерӗ. Çак кӗнекере автор çынна хӗрхенме, унпа пӗрле хумханма, таса та çутă туйăмсене чунӗнче упрама пултарни палăрать. Унăн кăмăл-сипет енчен тӗрӗс поэзилле суйлавне чыслă тесе хаклама пулать.

Хăйӗн пулатрулăхӗпе Анатолий Меркурьевич кама та пулин пулăшма, хăй хутшăнăвӗпе ăшăтма май шырать:    

«Сăвăсем çырни вышкайсăр

Çылăх Турă умĕнче»,-

Систерет мана пĕр сасă

Пултарулăх ĕçĕнче». («Сăвă çурални»)

Малышев поэзийӗ – çылăх каçарртарнă пекех – пире ăс-тăн тата кăмăл-сипет хаклăлăхӗсем çинчен аса илтерсех тăрать. Унра гражданла, публицистикăлла хӗм сисӗнет. Пирӗн çӗршывăн сăмахлăхӗн тӗп йăлисенчен пӗрне çирӗп пăхăнни курăнать, Лермонтов çырса хăварнă пек, «как колокол на башне вечевой» янăрани:

 

                           «Чăваш енче чан пек кĕрлетчĕ ячӗ.

Шăп хамăр çынччĕ Валентин Урташ.

Тăрсан-тăрсан халăхлансах каятчĕ,

Вăйпуç мехелĕ юнĕнче пуртан.

Поэт сăмахĕ çухалмасть ниçта та,

Çунмасть, çĕрмест, чĕлхи кĕвеленмест.

Кĕрешӳре, ĕçре те, пурнăçра та

Паян пире урдашлăх çитеймест».

(«Чăваш халăх сăвăçисем патне янă уçă çыру»)

Ентешӗ, паллă чăваш поэчӗ Урдаш фронтовик Малышевăн пултарулăхӗнче уйрăм вырăн йышăнать:

«Аллисенче, мĕнпур чăлах ачан

Макар мучи пилленĕ кĕмĕл чан.

Тăван Çĕршыв! Ачусене ăнлан,

Çул юппинчи улăпсене ан ман!

Эсир те асăрханăр, юлташсем,

ВĚСЕМçĕн ĕмĕр панă УРДАШСЕМ!..»

                («Урдаш ташши»)

Чăн-чăн писательте, поэтра яланах шалти вăрттăн кӗрешӳ пур. Анатолий Меркурьевич астăвӗмӗнчен тӗлӗнмелле, вăйсăрлăхран кăшкăрма хистекен историсем сӗтӗрсе кăларать. Тӗслӗхрен, çынна мăшкăллакан айван Трахомов (мӗнле килпетсӗр хушамат, Пыдарнов прокурор пекех тӗл лектерекенни) предколхоз çинчен. Кунта поэт пирӗнпе пулса иртнине çутта кăларса ахаль çыннăн трагедийӗшӗн тарăхать:

«Хĕрĕн хĕрлĕ куççульне

Вырăна хумарĕ.

Пӳрнеске пек çăварне

Аллипе хупларĕ…

…Чыс çухатнă хĕрача

Ним тума пĕлмерĕ.

Кас-йыша та вăратса,

Пулăшма чĕнмерĕ».

(«Сăпани»)

Чылай çынна хумхантарнă пекех, мана та совет халăхӗн аллисене ежовпа берилле хăталанусемпе хыçалалла тытса пăрни канăç памасть, Малышев пире çак ӳкерчӗксем патне сăвă чӗлхипе çывхартать. Çак йӗркесенче, эпӗ вӗсене пӗр иккӗленмесӗр гражданла тенӗ пулăттăм, çутă та оптимистла пуçламăшӗ çук. Кирлех-ши ун çинчен калаçма? Питӗ кирлӗ! Мӗншӗн тесен пафос та, сăвă йӗрки те йывăр опыт вӗрентнипе çырăннă. Çак хурлăхлă шухăшлавсем çынсене малашне мăшкăлаттарас марри çинчен. Аса илер-ха Твардовский сăмахӗсене: «Кто прячет прошлое ревниво, тот вряд-ли с будущим в ладу». Урăхла суйлав пирӗн çук, обществон та, литературăн та.     

 

Автор публицистики питӗ пуян та кăсăлкă. Вăл чӗлхене пурнăçăн пӗрремӗш никӗсӗн шайне кăларать, халăхăн хăйтӗллӗнлӗхне упракан, ăна пӗрлештерекен, хӳтӗлекен тата хăй сӗткенне паракан пулăм тăвать. Акă мӗншӗн питӗ хисеплесе А.Малышев Тайăр Тимкки, Кӗркури Тимофеев, Юркка Иванӗ, Николай Дедушкин, хăйӗнпе пӗр çулларах Николай Юнгеров, Роман Чепунов, Михаил Смирнов, Николай Симунов, Николай Зимин, Николай Дворов çинчен çырать. Автор шухăшӗпе, вӗсене пурне те этемӗн шалти тӗнчине, çын чунне, тăван чӗлхене тимлӗх уйăрни пӗрлештерет. Вăл хăйӗн пӗр статйине çырма Никорлай Зиминăн пултарулăхӗнчен акă мӗнле цитатăна илнӗ:

«Упранать кунта чăвашлах вăйĕ,

Юрă-кĕвĕ хамăрла юхать».

Анатолий Малышев Раççее урлă-пирлӗ каснă çын, уйрăмах унăн хӗвелтухăç пайне: Алтай, Инçет Хӗвелтухăç, Сахалин, Итуруп, Кунашир. Чылай курнă, нумайăшне ăнланнă та литератруăна хăйӗн сăввисемпе тата шăпипе кӗрсе кайнă. Историк пек пикенсе иртнине тӗпчекенсекер, вăл хальхи улшăнусемпе пурăнать те, вӗсене хăйӗн пултарулăхӗнче сăнласа яланах пуласлăх çинчен шухăшлать:  

«..Уçлăхри мăн чӳксенче,

Каçарсан сылăхсене,

Вăхăт çитĕ таврăнăпăр…

Асатте тăпри çине».   («Улăпсем таврăнни»).

 

Олег Мурзин, П.П.Хусанкай музейӗн заведующийӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев