Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Асаттесем пӗлнӗ-тӗк – пирӗн те пӗлмелле

Чӗкеçсем пӗлеççӗ, ăçта йăва çавăрма, ăçта чӗпӗ ӳстерме. Вӗсене тăнăç, лăпкă вырăн кирлӗ. Сапăр, ырă кайăк вырнаçнă çуртра та телей, ăраскал пулмалла.

Тăван яла çитрӗм. Çуркунне Мăнкунран пуçласа йăмăксем манăн çавăнта кун ирттереççӗ. Вăтам йăмăк хуларан илсе килнӗ кучченеç-çăкăра касма çӗçӗ мăка пулнине каларӗ. Кун пек чухне эпӗ килти мӗнпур çӗççе пуçтарса Петрович патне каятăп. Вăл пиртен инçех мар пурăнать, çӗçӗ хăйрама унăн хăйри пур.

Петрович ялан гаражра аппаланать. Гаражӗ пысăк, çутă. Пысăк хапхи урам енче, пӗчӗккинчен алăк умне тухса пулать. Варринче циркулярка, якатмалли станок ларать, стена çинчи шкапсенче мӗнле кăна инструмент, мӗнле кăна пăта-шуруп çук-ши? Килти ӗçсене çăмăллатма тесе ӗç тумалли хатӗрсене хăйех тăвать. Слесарь, ăста платник, сварщик, электрик вăл. Вӗлле корпусӗсене те хай ăсталать. Çав ӗçсене тума унăн мӗнпур оборудовани пур, çуккине хăй тăвать, вăл –  рационализатор.
Пăчкă çӳппипе вараланнă кивӗ диван çине ларма сӗнчӗ хуçа. Петрович  калаçма юратать, унпа кирек мӗнле темăпа калаçма пулать. Чи юратни – хурт вӗллисем çинчен. Унăн вӗсем пайтах, гараж хыçӗнчи пахча тулли. Эпир пӗчӗк алăкран çавăнта тухрăмăр. Икӗ-виçӗ хутлă, тӗрлӗ тӗслӗ сăрпа пӗветнӗ вӗллесем речӗ-речӗпе лараççӗ. Пахчара вӗлле хурт сасси, пыл шăрши сăмсана çурса кӗрет. Мана, паллах, пулас тухăç интереслентерет.
– Капла хурт çемйисем вăйлă манăн. Хурт чирӗсене çӗнме вӗрентӗмӗр. Анчах, çын тупнă кансӗрлӗхсене çӗнме вăй çитмест. Нумай пулмасть ман пата район утарçисене ертсе пыракан специалист, Э.Г.Хазиев чарăнчӗ. Унпа юнашар унччен район прокуратуринче ӗçленӗ арçын та пур. Ухтияр пичче, эсӗ пӗлетӗн вӗт, ман патран çын татăлни çук. Сăмах хыççăн сăмах: «Мӗншӗн пахча хыçне рапс акаççӗ?» – ыйтатăп кусенчен.  «Чăнах, рапс шăтса тухсанах гирбицида сапма пуçлаççӗ. Çынсем пурăнакан вырăнтан çакăн пек пусу 2 çухрăм аякра пулма тивӗç. Вӗлле утарӗнчен ку хушă 5 çухрăмран сахал пулмалла мар (САНПИН 1.2.2584-10). Кунта вара 200 метр та çук», – килӗшет прокуратурăра ӗçлени те.  – Пыл пуçтарма вӗçекен хуртсем çавăн пек пусуран иртсен киле çитеймеççӗ. Кашни çул çапла. Эпӗ тата ытти утарçăсем те нумай сиен куратпăр, – тетӗп кусене. «Район пуçлăхӗ патӗнче сăмах хускатмалла пулӗ», – терӗç те сывпуллашса тухса кайрӗç. Паллах, пире усăллă нимӗнле ӗç тăваймаççӗ вӗсем.
 – Кăçал санăн сывлăх лайăх мар тесе илтрӗм. Кил-çуртри ӗçсене мӗнле илсе пыратăн? Ывăлусем пулăшаççӗ пуль?
– Çапла ӗнтӗ. Виçӗ ывăл та пулăшаççӗ. Арăм Наташăсăр, ывăлсемсӗр эпӗ нимӗн те тăваймастăп халӗ.
Çав вăхăтра ман сăмсана перӗнсе тенӗ пек чӗкеç вӗçсе иртрӗ, пуçа çӗклесен куратăп: гараж ăшӗнчи мачча каштине кайăксем çур чашăк пысăкăш йăва çавăрнă, çавăнта чӗпӗ кăларма пуçтарăнаççӗ.
 – Пилӗк йăва. Çуллен çуркунне ман пата таврăнаççӗ. Инструмент сасси те хăратмасть вӗсене. Чӗпписем тухсан вара стена çине пăтана çакнă вӗлле рамисем çине ларса тухаççӗ. Çакăнта ӳснӗрен пулмалла, çынран хăрамаççӗ, – каласа парать Петрович.  
Чӗкеçсем пӗлеççӗ, ăçта йăва çавăрма, ăçта чӗпӗ ӳстерме. Вӗсене тăнăç, лăпкă вырăн кирлӗ. Сапăр, ырă кайăк вырнаçнă çуртра та телей, ăраскал пулмалла.
Ура айӗнчех чăхсем çӳреççӗ, тăкнă хăйăр çинче чакаланаççӗ, карта тулли выльăх-чӗрлӗх, пахчара вӗллесем. Çутă Кӳлӗри нумай пулмасть тивӗçлӗ канăва тухнă Александр Петровичпа Наталья Астафьевна Савельевсем çутçанталăкпа пӗр тулли çемье пулса кун кунлаççӗ. Асаттесем пуртăпа ӗçлеме пӗлнӗ-тӗк, вӗлле тытнă-тăк, мăнуксем çак ӗçе пăрахмалла мар, хăйсен ачисене вӗрентмелле, Савельевсенче ал ăсталăхӗ малалла тăсăлать – ывăлӗсем ашшӗпе пӗрле тăрмашаççӗ.

Ухтияр ИЛЮХИН.
Азнакай районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство