Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăшă çанталăк тăрать-и-ха е хӳрине кăтартса Тутарстанран çухалать-и?

Çак ыйту паянхи кун нумайăшне хумхантарать. Вăл коронавируса пула кӗртнӗ чарусем, хаксен ӳсӗмӗ вăхăтӗнче кăмăла пусарса чуна лăплантаракан эмел пек витӗм кӳрет. Мӗн-тӗр лайăххи пулмалла вӗт ӗнтӗ ку пурнăçра. Тархасшăн, лайăх çанталăк!

Раççей Гидрометцентрӗн прогнозӗ тăрăх, октябрӗн 12-21-мӗшӗсенче Хусанта ăшă та комфортлă çанталăк пулать. Талăкри вăтам температура нормăран 4 градус ăшăрах пулмалла: +13, +14 градус. Каçпа сывлăш температури +6,+8 градус пулать.

Тутарстан территорийӗнче çумăрсем çукки сахăр кăшманне ăнăçлă кăларса пӗтерме, ытти культурăсене вăхăтра тирпейлеме май парать.

Ылтăн кӗркунне хуçаланма пуçлать республикăра. Çумăр эрнекун е шăматкун çеç çума пултарать.

Нина Денисова сăнӳкуерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев