Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ĂШĂ ТУМЛАНМАЛЛА, ХАВАСЛĂ ПУЛМАЛЛА

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă цифрăсем кăшт улшăннине куратпăр çакăнтан: Тутарстанран 700 пин çын хутшăннă. 353 çынна Совет Союзӗн Геройӗн ятне панă (унччен 351 çынччӗ), вӗсенчен 185-шӗ Тутарстанра çуралса ӳснӗ, ыттисем çак вăхăтра пурăннă-и, вӗреннӗ-и пирӗн республикăра –  вăрçа пирӗн республикăн çар комиссариатӗнчен кайнă. Мухтав орденӗн тулли  кавалерӗсем республикипе илсен 51 çын, вӗсенчен 48-шӗ Тутарстанра çуралса ӳснӗ, ыттисем республикăра вӗреннӗ е ӗçленӗ. Кунти çар комиссариатӗнчен вăрçа кайнă. 24 çынна вăрçă вăхăтӗнче паттăрла ӗçленӗшӗн «Социализмла Ӗç Геройӗ» ята панă. 

ТР Премьер-министрӗн çумӗ Л.Р.Фазлеева «Татар-информра» Çӗнтерӳ кунне йӗркелесе ирттерес темăпа иртнӗ пресс-конференцире ака уйăхӗнче иртнӗ наукăпа практика конференцийӗ хыççăн пӗтӗмлетӳсемпе паллаштарчӗ. Унта ТР НА, Обществăлла палата, обществăлла организацисем хутшăннă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă цифрăсем кăшт улшăннине куратпăр çакăнтан: Тутарстанран 700 пин çын хутшăннă. 353 çынна Совет Союзӗн Геройӗн ятне панă (унччен 351 çынччӗ), вӗсенчен 185-шӗ Тутарстанра çуралса ӳснӗ, ыттисем çак вăхăтра пурăннă-и, вӗреннӗ-и пирӗн республикăра –  вăрçа пирӗн республикăн çар комиссариатӗнчен кайнă. Мухтав орденӗн тулли  кавалерӗсем республикипе илсен 51 çын, вӗсенчен 48-шӗ Тутарстанра çуралса ӳснӗ, ыттисем республикăра вӗреннӗ е ӗçленӗ. Кунти çар комиссариатӗнчен вăрçа кайнă. 24 çынна вăрçă вăхăтӗнче паттăрла ӗçленӗшӗн «Социализмла Ӗç Геройӗ» ята панă. 

Аслă Çӗнтерӗве халалланă мероприятисем çу уйăхӗн 9-мӗшӗ хыççăн та чарăнмаççӗ, çулла та, сентябрьте те – çулталăк вӗçленичченех пырӗç вӗсем республикăра. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 80 çул çитнине паллă тума хатӗрленме те пуçламалла.

ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Э.А.Зарипова хăйӗн ведомствин Аслă Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне тунă тӳпи çинчен каласа пачӗ. Паяна республикăра пурăнакан ветерансене, тыл ӗçченӗсене, ачалла концлагерьсенче асапланнисене, Ленинград блокадинче пулнисене пурне те тимлӗх уйăраççӗ, уяв кунӗнче çеç мар. Пӗччен пурăнакансене социаллă ӗçченсем пулăшаççӗ. Республикăра анлă сарăлнă «Вăрçăн хӗрарăм сăнӗ мар» проектпа социаллă пулăшу кирлӗ 6,6 пин хӗрарăма пулăшаççӗ. Тепӗр проекчӗ çамрăксемшӗн те, ветерансемшӗн те усăллă – «Çыру тăрăх мăнук»: 32 хӗрарăм-ветеранпа социаллă приютсен воспитанникӗсем, волонтерсем, ача çурчӗсенче пурăнакансем çыхăну тытаççӗ. 998 хӗрарăма  пăхсах тăма йышăннă тата 12 хӗрарăм-ветерана «сиделка» услугăпа тивӗçтернӗ. 

Хусан Сывлăх сыхлав управленийӗн начальникӗ В.В.Жаворонков хулари ветерансен сывлăхне сăнасах тăни пирки каласа пачӗ. Диспансеризаци тата ытти тӗрӗслевсем ирттерессине йăлана кӗртнӗ ӗнтӗ. Çу уйăхӗн 9-мӗшӗнче иртекен массăлла мероприятисенче те пулаççӗ медицина ӗçченӗсем, васкавлă пулăшу машинисем хатӗрех тăрӗç.  

Çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ А.А.Кондратьева та Çӗнтерӳ уявӗн мероприятийӗсем çу уйăхӗччен тахçан малтан пуçланнине пӗлтерчӗ. Çамрăксем республикипех ветерансен вилтăприйӗсене тирпейлеççӗ Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне, ветерансене кил-тӗрӗшре пулăшаççӗ тата паян кунччен тупайман хыпарсăр çухалнă паттăрсене шырассипе те ӗçлеççӗ. Паллах, ветерансене савăнтарса республикипех концертсем йӗркелессине те манса хăварман – «Ветеран çурчӗ умӗнчи парад» проекта халиччен те ирттернӗ, кăçал та пулать. Ăна ватăсем савăнса   йышăнаççӗ – пурте уяв мероприятийӗсене хутшăнаймаççӗ-çке, сывлăхӗсем йăмшакрах.

Пресс-конференцие Хусан Ӗçтăвкомӗн Культура управленийӗн пуçлăхӗ Азат Искандарович Абзалов вӗçлерӗ. Вăл çу уйăхӗн 9-мӗшӗ умӗн, 9-мӗшӗнче иртекен мероприятисем пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнчи мероприятисем 11 сехетре пуçланаççӗ, 19 сехетчен пулаççӗ. Бауман урамӗнче уçăлса çӳрекенсем хăйсене 1945 çула лекнӗнех туйӗç. Чăнах та вăрçă чарăнсан хусансем çак урама пухăннă хăйсен савăнăçӗпе. Кăçал йӗркелӳçӗсем çавăн чухнехи атмосферăна тавăрма тăрăшни çинчен каласа пачӗ Азат Искандарович. Уява пыракансене ăшăрах тумланма, хаваслăрах пулма ыйтрӗ. Мероприятисем пуçланиччен пӗр сехет маларах пырса меллӗ вырăнсем йышăнмалли çинчен астутарчӗ. Пинçуллăх тӳремӗнче иртекен концерта «Голос» телепроектăн çăлтăрӗ Эльмира Калимуллина,   РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ Дмитрий Дюжев хутшăнаççӗ.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев