Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

"Ашаксем сасӑларӗҫ" теме те пулать

Выльӑхсем суйлав участокне пырса кӗнӗ

Хусанти Бауман урамӗнче фото ӳкерӗнмелли кӗлеткесем пулса ӗҫлекен ашак, зебра, единорог тата зебра Вахитов районӗнчи 1-мӗш шкулта сасӑланӑ. Ҫакӑн ҫинчен "Татар-информӑн" Инстаграмӗнче ҫырса пӗлтернӗ.

"Выльӑхсем" ку суйлав участокне "Мобильный избиратель" система урлӑ суйласа илнӗ.

"Суйлав кунӗ ман шутпа республикӑшӑн уйрӑм тата савӑнӑҫлӑ кун, – тесе каланӑ журналистсене Мартин ятлӑ зебрӑна вылякан актёр. – Ҫак кун эпир уяв акцийӗ тӑвас терӗмӗр. Нумайӑшӗ суйлава ачасемпе килеҫҫӗ, вӗсемпе вӗт кӑсӑк. Пӗчӗккисем мультфильмри персонажа кураҫҫӗ те сӑн ӳкерӗнме васкаҫҫӗ".

Анчах хальхи вӑхӑтра мӗнле ырӑ япалана та тӳнтерле ҫавӑракансем пур. Комментарисем тӑрӑх ку акцине урӑхла пӗлтерӗшпе те ӑнланакансем пулнӑ. Юрать ха вӗсене вӑхӑтлӑ тасатса пыраҫҫӗ. Ашак вӗт ӑслӑ чӗрчунсен йышӗнчен инҫе тӑрать. Имӗш, вӑл сасӑлани айвансем сасӑланине тӑрӑхлани пекех: хура халӑх – ашак тата ытти выльӑхсем – хӑйне хуҫа суйлать. "Ашаксем сасӑлаҫҫӗ" сӑмах майлашӑвӗ йӗри-тавра ӗййе ташши пуҫлакансем те пур. Ку пулӑма федераллӑ каналсене ҫитереҫҫех пуль ӗнтӗ. 

Тата юмахри чӗрчунсем суйлав участокӗнче те укҫалла сӑн ӳкерӗннӗ пуль тесе тӑрӑхлама хӑтланаҫҫӗ йӗплӗ чӗлхесем. 

"Татар-информ" сӑнӳкерчӗкӗсем 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 сентября выборы