Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ашшӗ-амăшӗн чӗлхипе калаçасси – ачан граждăнла тивӗçӗ

Эпир пурте, çӗр çинче пурăнакансем, çутçанталăк ачисем. Çакăнпа килӗшӳллӗн кашнийӗ Çӗр çине аталанма килет. Пурнăç тăршшӗпех ăс пухать. Пирӗн, учительсен, ачасене вӗренме вӗрентмелле. Унсăрăн ăнăçлă çынсен шутне кӗрсе конкурентлă пуласси иккӗленӳллӗрех.

Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине мĕнле тата мĕншĕн вĕрентмелле? Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн вулаканпа çивĕч çак ыйту тавра калаçассăм килет. Тен, манăн шухăшпа килĕшменнисем те тупăнĕç. Хаçатăн тепĕр номерĕнче вĕсен сĕнĕвĕсемпе паллашма хавас пулăп.

Хулара чăваш ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă ачасем чăвашах пулса ÿсчĕр тесен культура çине тимлĕрех пăхмалла. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, чĕлхе культурăн пĕр пайĕ шутланать. Тăван /чăваш/ чĕлхе вĕрентекенĕсем халăхăмăра упраса хăварас тĕлĕшпе ырă та сăваплă ĕç тăваççĕ. Геннадий Волков академик пиллесе хăварнă пек чăваш халăх вĕрентĕвне тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çак çулпа кайсан акнă вăррăн çимĕçĕ паха пуласси иккĕлентермест. Эпир ачан чун-хавалне, ăс-хакăлне чăваш чĕлхи урлă аталантарса пыма тăрăшатпăр. Ачара чăвашлăх туйăмне вăратма пултарайсан чăваш чунлă ача ашшĕ-амăшĕн чĕлхине шкулта вĕренсе çитереймесен те каярахпа çулсем иртнĕçемĕн хăй тĕллĕн вĕренме тăрăшĕ.

Чĕлхе – çутçанталăк парнеленĕ асамлă хăват. Унта халăх культури, историйĕ, йăли-йĕрки, шăпи упранать. Пирĕн тивĕç – чĕлхене ачасенче çутçанталăкпа килĕшÿллĕн аталантарса пырасси. Эпĕ класс ертӳçи пулса тăрăшакан 6 Б класра кăна чăваш, вырăс, тутар, мари, мордва, узбек ачисем ăс пухаççĕ. Çак ачасем халĕ шкулта патшалăх стандарчĕпе килĕшӳллĕн тăватă чĕлхе вĕренеççĕ: тăван чĕлхе, вырăс чĕлхи тата икĕ ют чĕлхе: акăлчан тата нимĕç. Хальхи вăхăтра хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине ытти чĕлхесемпе танлаштарса вĕрентни кирлĕ тесе шутлатăп.

Пурнăç шав малаллах шăвать. Улшăнать. Нимĕн те пĕр вырăнта тăмасть. Ку вăл пирĕнтен килекен йăла мар, çутçанталăк йĕрки. Пурнăçăн ырă улшăнăвĕсене йышăнса пирĕн ун таппипе пĕр тан ĕлкĕрсе пымалла. Чĕрĕ çыннăн кĕлетки пĕрмаях хусканура пулмалла, унсăрăн организмра ырă мар улшăнусем пулма пултараççĕ. Чĕлхене çӳлĕк çине упрама хумалла мар, унпа май килнĕ таран калаçмалла, çавăн чухне кăна вăл чĕрĕ юлĕ. Эпир хамăр уроксенче чĕрĕ калаçу йĕркелеме тăрăшатпăр. Ача пурне те пĕлсе пĕтереймест, вĕрентсе çитерме те çук. Çапах та тĕл пулу, уйрăлу, тав сăмахĕсене шкулта вĕренекен кашни ачан кунсерен усă курмалла.

Ачасене ăс парса вĕрентес, çитĕнтерес ĕçре учитель тĕп вырăнта тăрать. Вĕрентекен тĕслĕхлĕ программăна тĕпе хурса хăйĕн ĕç программине хатĕрлет. Кашнин вăл уйрăм, ăна педканаш йышăнать, шкул ертӳçи çирĕплетет. Пĕр ӳсĕмрисем валлиех темиçе ĕç программи пулма пултарать, мĕншĕн тесен ачасен çутçанталăк панă аталану шайĕ тĕрлĕрен.

Çĕнĕ стандартпа килĕшӳллĕн учитель ачасене шухăшлама вĕрентет, паянхи вăхăт кăларса тăратнă çивĕч ыйтусене татса памалли çула шырама пулăшать. Хальхи ачасем учительтен хатĕр хурав илмеççĕ. Хуравне вĕсем хăйсемех вĕрентекен пулăшнипе тавлашуллă калаçура тупаççĕ. Çутçанталăк пуç мимине ĕçлеттерме ыйтать, унсăрăн аталану пирки калаçни усăсăр. Пуç мимине ĕçлеттерме вара чĕлхе вĕренни питех те усăллă. Çакна чи малтанах ачан ашшӗ-амăшӗн лайăх пӗлсе тăмалла.

Паян мана, хисеплӗ вулаканăм, тавçăрса илтӗн пулӗ ӗнтӗ, виçӗ ыйту канăç памасть. Çав ыйтусен хуравне пӗрле шырасшăн.

Мӗне вӗрентмелле?

Вӗрентӳ енӗпе пăхсан, ман шутпа, пирӗн чи малтанах чăваш чӗлхин хăйнеевӗрлӗхне, ытти чӗлхесем хушшинчи пӗрпеклӗхпе уйрăмлăхне асăрхама, унпа куллен вырăнлă усă курма вӗрентмелле. Чи кирли – ачасем хăйсен тăван чӗлхине чуна хывни. Пирӗн тӗрлӗ халăх ачине пӗр-пӗрин тăван чӗлхине хисеплеме хăнăхтармалла. Кӗскен каласан, хисепе вӗрентмелле. Ан тив, кашни халăх ачи хăй чӗлхипе мăнаçлантăр. Ман шутпа, кăмăл-сипет ыйтăвӗ малти вырăнта пулмалла. Чӗлхе вӗренни ачасене пурнăçра чăн-чăн çын пулма пулăштăрччӗ.

Эпир пурте, çӗр çинче пурăнакансем, çутçанталăк ачисем. Çакăнпа килӗшӳллӗн кашнийӗ Çӗр çине аталанма килет. Пурнăç тăршшӗпех ăс пухать. Пирӗн, учительсен, ачасене вӗренме вӗрентмелле. Унсăрăн ăнăçлă çынсен шутне кӗрсе конкурентлă пуласси иккӗленӳллӗрех.

Мӗнле вӗрентмелле?

Калаçса вӗрентмелле. Пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, тин кăна çуралнă ача нимӗнле чӗлхепе те калаçмасть. Ăна кирек епле чӗлхене те вӗрентме пулать. Чи малтанах амăшӗ хăйӗн чӗлхине сăпка юрри юрласа вӗрентет. Каярахпа вара вăл япала кăтартать, ун ятне калать, калаçса ятарлă ӗç, хускану тума хистет, хăй туса кăтартать. Ачи ун хыççăн пурнăçлать. Мӗн ӗлӗкрен амăшӗсем ачисене çак меслетпе усă курса калаçма вӗрентнӗ. Халӗ те нихăш амăшӗ те, – чăваш-и вăл, вырăс-и е тутар-и – тин çуралнă пепкине грамматикăпа усă курса калаçма вӗрентмест.

Чӗлхене тарăнрах вӗрентес тӗллев пулсан, паллах, кунта грамматикăсăр май килмест. Ку вăл куçкӗретех. Кунта нимӗнле тавлашу та пулма пултараймасть. Пӗтӗмӗшпех эпир чӗлхене хăш ӳсӗмре тата мӗнле тӗллевпе вӗрентнинчен килет. Малтанхи тапхăрта ачана халăх сăмахлăх витӗмӗпе хавхалантарса халăх вӗрентӗвӗн /этнопедагогика/ мелӗсемпе вӗрентмелле. Учитель питӗнчен йăл кулă каймалла мар. Енчен те урокра ача хăпартланса хаваслăн калаçать, урок вӗçленсен тав сăмахӗ каласа хăварать пулсан пирӗн тӗллев пурнăçланнă.

Мӗншӗн вӗрентмелле?

Малашлăхшăн вӗрентмелле. Пире ăрусен хушшинчи çыхăнăва тăсма çутçанталăк тӗлӗнмелле хăват – чӗлхе – пилленӗ. Кунта ытларах яваплăх, тивӗç пирки калаçмалла пуль. Чӗлхен ламран лама куçса пымалла. Пирӗн несӗлсем хăйсен ӗмӗрӗнче темле çухату та тӳснӗ, çапах та чӗлхине сыхласа хăварнă. Эпир вара?

Ашшӗ-амăшӗн чӗлхипе калаçасси – ачан граждăнла тивӗçӗ. Çар ӳсӗмне çитнӗ яшсем çӗршыва сыхлама хӗсмете каяççӗ. Çакна патшалăх йӗркене кӗртнӗ. Чăваш Республикинче чăваш чӗлхи патшалăх чӗлхи тесе саккун кăларса çирӗплетнӗ. Анчах та атте-анне чӗлхине саккун хушнипе мар, чи малтан килте вӗренмелле. Вăл кашни чăваш çемйин чун апачӗ пулмалла. Чăваш Енре тымар янă, тӗпленнӗ çыншăн чăваш чӗлхи юнашар пурăнакан чăвашпа калаçмалли хатӗр вырăнӗнче пулмалла. Пӗр-пӗрне хисеп тумалла. Çак шая ачасене мӗнле çитермелле? Кунта пуç тавра çавăрса шухăшламалли те, тар юхтарса ӗçлемелли те пайтах. Чи кирли – учителӗн ачасемшӗн те, вӗсен ашшӗ-амăшӗшӗн те тӗслӗх пулмалла.

Тăван чӗлхе – çынри çутçанталăк сасси. Çутçанталăкпа килӗшӳре пурăнни – çын аталанăвӗн тӗп шăнăрӗ. Ача тăван чӗлхесӗр ăна çутçанталăк пӳрнӗ шая çитересси питех те иккӗленӳллӗ. Упрар, юратар чӗлхемӗре. Çак хăвата ачасен чӗрине вырнаçтарар. Килӗшӳпе юратура пурăнакан ачасем пиллӗхлӗ.

Анисия ИГНАТЬЕВА,
Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ.
Шупашкарти
12-мӗш шкул.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев