Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслӑ ӑрурисен кӑмӑлне ҫӗклеме

Паян Тутарстанри чылай ялта кун пек мероприятисем иртеҫҫӗ

Ҫарӑмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пурӑнакансене паян аслӑ ӑрӑва халалласа иртекен концерта курма вырӑнти Культура керменне йыхӑраҫҫӗ.
14:00 сехетре унта вӗсене культурӑра ӗҫлекенсемпе шкул ачисем уявпа саламласа юрӑсем юрласа, ташӑсем ташласа савӑнтарӗҫ. Ӗнер шкул ачисем ялти ватӑсене йыхрав хучӗсем валеҫсе тухнӑ. Акрелӗнче 134 пенсионер пурӑнать, Йӑвашкелӗнче - 104. Паян ял хутлӑхӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ Николай Емельянов ялӗнчи клубсене пухӑннӑ ватӑсене пурне те саламлӗ.
Акрелӗн чи концерт програмине "Ветеран" ансамблӗн юррисене те кӗртнӗ, ӑна Валентина Мензелина ертсе пырать. Ветерансем Михаил Кваковпа Олег Еферов дуэчӗпе ӑмӑрта-ӑмӑрта юрлама хатӗрленеҫҫӗ.
Концерт хыҫҫӑн аслӑ ӑрурисене чей те ӗҫтереҫҫӗ. Паллах, Роспотребнадзор сӗннӗ хӑрушсӑрлӑх мелӗсене ҫирӗп пӑхӑнса.
"Аншлаг Аккриреева" социаллӑ ушкӑнри сӑнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев