Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă Ăнăра пукане театрӗ те пур

Апрелӗн 6-мӗшӗнче, Вырăс халăх юмахӗн кунӗнче, Аслă Ăнăри Культура çуртӗнче «Пӳрне çинчи юмах» пукане театрӗн хăтлавӗ иртрӗ.

Ăна «Пушкин картти» тата «Культура шкул ачисем валли» федераллă проектсен шайӗнче йӗркелерӗмӗр. 


Уява ертсе пыракан хăтлава хутшăнакан ачасене пукане театрӗ мӗнле пуçланса кайни, мӗнле пуканесем пулни, вӗсемпе мӗнле ӗçлемелли çинчен каласа пачӗ. Алă çине тăхăнмалли пуканепе еплерех ӗçлемеллине питӗ тӗплӗн кăтартсах пачӗ. 


Çавăн пекех ачасем фетртан пӳрне çине тăхăнтартмалли пуканесем те ăсталарӗç. «Репка» спектакль лартса та пăхрӗç. Кашни ача хăйне артист пекех туйрӗ çак вăхăтра. 


Елена САВЕЛЬКИНА.


Теччӗ районӗ, 


Аслă Ăнă.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев