Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«АСЛĂ ÇӖНТЕРӖВЕ 77 ÇУЛ» КОНКУРС:  ПӖТӖМЛЕТӲ

Аслă Çӗнтерӗве халалласа хаçатра икӗ çул ачасен хушшинче ӳкерчӗксен конкурсӗ ирттертӗмӗр. Ачасем пӗлтӗр те, кăçал та питӗ хастар хутшăннине палăртмалла. Кăçал, тӗслӗхрен, 4 – 16 çулсенчи 50 ача хутшăнчӗ конкурса. Вӗсен ӳкерчӗкӗсене хаçатра апрель – июнь уйăхӗсенче пичетлерӗмӗр. Ку эрнере ятарлă комисси конкурса ярса панă ӳкерчӗксене хакларӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Вӗсемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем.

4 – 6 çултисем

I вырăн – Степан Карамзин (Пăва районӗ, Шемекри ача сачӗ);

II вырăн – Ксения Комиссарова (Кайпăç районӗ, Кӳлпуçӗнчи ача сачӗ).

 

7 – 9 çултисем

Гран-при – Карина Тимошкина (Çӗпрел районӗ, В.С.Дементьев ячӗллӗ Алешкин Саплăк шкулӗ);

I вырăн – Адель Мустаев (Хусанти 113-мӗш шкул);

II вырăн – Елизавета Карамзина (Пăва районӗ, Шемекри ача сачӗ);

II вырăн – Глеб Кожеманов (Аксу районӗ, Беловкăри пуçламăш шкул);

III вырăн – Ралина Галимзянова (Хусанти 113-мӗш шкул);

III вырăн – Дмитрий Красильников (Çарăмсан районӗ, Акрель шкулӗ);

III вырăн – Николай Мензелин (Çарăмсан районӗ, Акрель шкулӗ);

IV вырăн – Катя Семенова (Алексеевски районӗ, Чăваш Майни шкулӗ);

IV вырăн – Ника Инокентьева (Алексеевски районӗ, Чăваш Майни шкулӗ);

V вырăн – Лизавета Охотникова (Аксу районӗ, Кивӗ Ӳсел шкулӗ).

 

10 – 13 çултисем

I вырăн – Юрий Захаров (Çарăмсан районӗ, Акрель шкулӗ);

II вырăн – Илья Ильбикин (Çӗпрел районӗ, П.В.Дементьев ячӗллӗ Упи шкулӗ);

II вырăн – Дмитрий Ячменкин (Теччӗ районӗ, Пухтел шкулӗ);

III вырăн – Кристина Васильева (Чистай районӗ, Анат Кăтрата шкулӗ);

III вырăн – Владимир Антонов (Теччӗ районӗ, Пухтел шкулӗ);

III вырăн – Полина Молгачева (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ).

 

14 – 18 çултисем

I вырăн – Наталья Сарбаева (Чăваш Ен, Сӗнтӗрвăрри районӗ, Хуракасси шкулӗ);

II вырăн – Оксана Краснова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел шкулӗ);

III вырăн – Ольга Антонова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел шкулӗ).

Конкурса хутшăннă кашни ачана, вӗсене хавхалантарнă вӗрентекенсемпе воспитательсене, библиотекарьсене чӗререн тав тăватпăр, çӗнтерӳçӗсене вара саламлатпăр! Кашни çӗнтерӳçе редакци Диплом тата асăнмалăх парне (Гран-прие тивӗçнӗ тата 1-мӗш вырăн йышăннисене – номер тăрăх сăрламалли картина тата сăрăсем; 2-мӗш вырăншăн – акварель сăррисем тата ӳкермелли альбом; 3-мӗш вырăншăн – тӗслӗ кăранташсем тата ӳкермелли альбом; 4-мӗшпе 5-мӗш вырăншăн – тӗслӗ кăранташсем) парса хавхалантарать. Дипломсене (электронлă вариант) электронлă почтăпа (кам пӗлтермен электронлă почта адресне, пӗлтерӗр) ярса паратпăр, парнесене вара камăн май пур июлӗн 11-мӗшӗ хыççăн редакцие килсе илме пултаратăр. Енчен те килсе илеймесен редакцие шăнкăравласа е 89179076881 номерпе Ватсапра мӗнле адреспа ярса памаллине çырса пӗлтерӗр.

Редакци.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев