Сувар

Аслă пичче маншăн яланах ырă тӗслӗх пулнă

Аслă пичче çемьере пирӗншӗн  яланах, уйрăмах вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче (1947 – 1957), ырă тӗслӗхчӗ. Вăл кашни çул тенӗ пекех отпуска яла килетчӗ. Йывăр вăхăтра çемьене укçа, посылкăпа апат-çимӗç ярса пулăшатчӗ. Пире, Сима йăмăкпа иксӗмӗре, шкулта вӗренме кӗнеке-тетрадь, атă-пушмак, тӗрлӗ мечӗк туянса паратчӗ. Спортра та маншăн тӗслӗхчӗ вăл, вăрăм дистанцисене ним мар чупса тухатчӗ, йӗлтӗр спортӗнче разрячӗсем пурччӗ. Илья Миронович хăйне астăвакансен асӗнче çирӗп ыйтакан командир, ыр сунакан ертӳçӗ, шанчăклă юлташ пек юлнă.

Илья Миронович Миронов 1920 çулхи июнӗн 20-мӗшӗнче Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районне кӗрекен Малти Пукаш ялӗнче, Пӗрремӗш Тӗнче вăрçинчен аманса таврăннă, 11 çул пехотинец пулнă Мирон Трофимович Кольцов çемйинче çуралнă. Шкул хыççăн Сӗнтӗрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне вӗренме кӗрет.

1939 çулта вăрман хуçалăх техникумӗнчен лайăх паллăсемпе кăна вӗренсе тухнăскере Ижевск хулинчи «Оборонолес» системине ӗçлеме яраççӗ. Çав çулах сентябрӗн 17-мӗшӗнче кунтанах çара каять. Инçет Хӗвелтухăç фрончӗн çарне лекнӗскер, тӳрех кӗçӗн командирсен шкулӗн курсанчӗ пулса тăрать. Вӗренӗве ăнăçлă вӗçленӗ хыççăн уйрăм командирӗ, рота политрукӗн çумӗ пулать. 1942 çулта Илья Миронова лейтенант званине параççӗ. 1943 çулхи август уйăхӗнче Сталинградри танк училищинче вӗренме пуçлать. Хăвăртлатнă программăпа училищӗне пӗтерсе танк ротине ертсе пыма пуçлать. 1944 çултан пуçласа 1945 çулхи май уйăхӗччен 7-мӗш танк бригадин офицерсен 2-мӗш вӗрентӳ полкӗнче хӗсметре тăрать, 1946 çулхи июль уйăхӗччен 23-мӗш танк дивизийӗн рота командирӗ пулать. 1947 çулта аслă лейтенант званине илет. Сталин ячӗллӗ Бронетанкпа механизациленӗ çарсен академине вӗренме кӗрет.

Кӗтме – Тӗрлемесе

1947 çулта август уйăхӗнче эпир аслă пиччерен телеграмма илтӗмӗр, Тӗрлемесри чукун çул станцийӗнче хăйне кӗтсе илме ыйтать. 1939 çулта çара кайнăранпа пӗрре те отпускра пулман вăл. Атте çав вăхăтра Сӗнтӗрвăрри обоз строительствин филиалӗнче ӗçлетчӗ. Çавăнпа аслине кӗтсе илме иккӗмӗш пиччене Анатолие хушрӗ.

Тепӗр кун, августăн 6-мӗшӗнче (юнкун) эпир Анатолипе пӗрле Планета ятлă лашана кӳлсе революционерсене хăваласа кайнă хурăнлăх çулӗпе Тӗрлемес станцине кайма тухрăмăр. Вырăна çитсен тете лашана юпа çумне кăкарчӗ те сӗлӗ улăмӗ пачӗ, мана урапа çывăхӗнчен ниçта та кайма хушмарӗ. Хăй вара аслине кӗтме утрӗ.

 Хамран инçех мар нимӗç салтакӗсем ӗçленине курсан, вӗсем çине интерсленсе пăхрăм. Пурте йӗрлӗ-йӗрлӗ тумпа, чукун çул патне траншея чаваççӗ. Вӗсене хамăрăн салтаксем пысăк йытăсемпе сыхлаççӗ. Юнашар тенӗ пекех кӗске мăйлă нимӗç лашисем урапасем çинчен улăм çиеççӗ. Кун пеккине халиччен кинора кăна курнăран маншăн çав тери интереслӗ. Вӗсене сăнаса вăхăт иртнине те сисмерӗм. Пăхатăп та ман паталла икӗ çын килет. Вӗсенчен пӗри –   Анатолий, тепри эпӗ палламан аслă пичче. Анатолирен вăл чылай çӳллӗрех, хитре çар тумӗпе. Урапа патне çитсен вăл мана хăйӗн вăйлă аллисемпе йăтса темиçе хутчен çӳлелле йăтрӗ. Унтан: « Кӗçӗн шăллăм мӗн ятлă, хушамату мӗнле?» – тесе ыйтрӗ. Эпӗ хуравларӗм. Унтан вăл эп мӗн тунине, атте-аннене мӗнле пулăшнине, шутлама, саспалли пӗлнипе пӗлменнине тата ыттине тӗпчеме тытăнчӗ. Çапла тӗл пултăм эпӗ пӗрремӗш хут саккăрмӗш çул хӗсметре тăракан хамăн аслă пиччене.

Станцирен тухнă чухне нимӗç салтакӗсем мӗнле ӗçленине каласа пама тытăнтăм. Илья пичче вӗсен енне пăхса майӗпен: «Ӗçлеччӗр, шăпи çавăн пек вӗсен халь. Пирӗн çине тапăнса вăрçă пуçларӗç. Эпир пурпӗр çӗнтертӗмӗр», – терӗ.

Кашнин валли – парне

Лаша кил енне хытăрах та хаваслăрах чупни пирки яланах калатчӗ атте. Кăна вăл хăй те пӗрре мар сăнанă. Пӗрремӗш Тӗнче вăрçинчен хытă аманса таврăннăскер, сывалсан Трактор ятлă лашипе çак чукун çула тума çӳренӗ. Канмалли кунсенче лашипе киле таврăннă. Пирӗн Планета та акă çăмăллăн килелле чупать. Куславкканалла пăрăнакан çул еннелле анса Енӗш урлă каçрăмăр. Малалла сăрта хăпармалла. Пиччесем урапа çинчен анчӗç, эпӗ вара меллӗн вырнаçса лартăм. Илья пичче Анатолие: «Пирӗн Альберт ывăнчӗ пулмалла, хăвăрт çывăрса кайрӗ», – терӗ хуллен. «Çывăрмастăп-ха, ыран ӗнене çитерме ăçта илсе каясси пирки шухăшлатăп», – сас патăм эпӗ. Мана илтсе аслă пичче ахăлтатсах кулса ячӗ: «Маттур, шăллăм, ыранхи çинчен шухăшлатăн, ӗçлӗ», – тесе мухтарӗ. 

Кун хыççăн эпӗ чăнах та çывăрса кайнă пулмалла, лаша кил умне çитсен кăна вăратрӗç. Килтисем, тăвансем пурте пиччене кӗтме урама тухнă. Ун чухне унăн хулпуççийӗ çинче виçӗ пӗчӗк çăлтăр пуррине астăватăп. Эппин, ун чухне вăл аслă лейтенант пулнă ӗнтӗ.

Пысăках мар пулсан та, çемьери кашни çын валли парне илсе килнӗ пичче. Мана сумка, шкула кайма шурă кӗпе, футболла тата лапталла выляма мечӗксем пачӗ. Çапла эпир, ял арçын ачисем, пуçласа резина мечӗкпе футболла выляма тытăнтăмăр.

Икӗ фронтовик

Илья пичче таврăнсан иккӗмӗш кунӗ те аса кӗрсе юлнă манăнне. Пирӗн пата унăн шкулти юлташӗ, атте енчен иккӗмӗш сыпăкри тăван Иван Никитин килчӗ. Вӗсем Хуракасси шкулӗнче вӗреннӗ чух 5-6-мӗш классенче пӗр парттă хушшинче ларнă, халӗ унăн кăкăр тулли орден-медаль. Сталинградра, Курск пӗккинче çапăçнă, 4 кӗпçеллӗ пулеметӗнчен  «Хейнкель-111» нимӗç самолетне персе антарнă. Икӗ юлташ пӗр-пӗринпе ыталанчӗç. Атте вӗсем патне пычӗ те: «Маттур, эсир çӗнтерсе таврăнтăр, сывă!» – терӗ вӗсемпе савăнса.

Икӗ фронтовик тепӗр кунхине Иван Никитин пурăнакан Вăрманкассине кайрӗç. Ун чухне Иван «Хӗрлӗ Сурăм» тăван колхозри хăмла бригадин бригадирӗччӗ. Пичче Вăтам Пукашри йăмăкӗ (мăшăрӗ Василий Бойков вăрçăра разведчик пулнăскер, колхозра паллă пахчаçăччӗ) патӗнче хăнара пулчӗ. Тепӗр кунхине Куславкка районӗнчи Çăкакассинче пурăнакан аттен йăмăкӗ Вера Трофимовна Скворцова патне кайма пуçтарăнчӗ. Хăйне кичем ан пултăр тесе-ши, мана та пӗрле илчӗ. Эпир хăнана каллех Планетăна кӳлсе  кайрăмăр. Астăватăп, вӗсен ачи нумайччӗ, пурте кăтра çӳçлӗччӗ, манран аслăрахчӗ... Хăнара çур кун пултăмăр, пире тутлă сӗт яшкипе, панулмипе, хăмла çырлипе сăйларӗç. Тутлă панулмие пӗрле те парса ячӗç. Пиччепе савăнсах çирӗмӗр. Вăл мана ӳссен кам пулма ӗмӗтленни çинчен час-часах ыйтатчӗ. Хальхинче: «Ӳссен эпӗ те сан пекех çар çынни  пулатăп, кун çичен сана станцире курсанах шутларăм», – терӗм татăклăн.

Полковник таран

 Киле эпир каçа юлса çитрӗмӗр. Тепӗр темиçе кунран Илья пичче Мускава, вӗреннӗ çӗре, кайрӗ. Академие вăл лайăх паллăсемпе  вӗçлерӗ. 1951 çулта капитан, 1954 çулта майор, 1957 çулта подполковник пулса тăчӗ. Çак вăхăтра танк батальонӗн командирӗнчен пуçласа штаб начальникӗ таран çитрӗ. 1959 çулта  Куйбышеври ял хуçалăх институчӗн çар кафедрин преподавателӗ пулчӗ. 1964 çулта полковник званине илчӗ. 1965 çулта Куйбышев хулин Октябрьски районӗн, 1965 – 1975 çулсенче Шупашкар хулин çар комиссарӗнче ӗçлерӗ. Çапла çар службине вăл танк, мотострелоксен çарӗсенче, аслă шкулсенче тата çар комиссариачӗсенче иртрӗ.

Шупашкар хула çар комиссариатӗнче 10 çул службăра тăнă чухне лайăх йӗркелӳçӗ, пултаруллă ертӳçӗ пулни уйрăмах палăрчӗ.1973 çулта И.М.Миронова çитӗнӳсемшӗн, çар комиссариачӗн хатӗрлӗхӗшӗн, çамрăксене çара лайăх хатӗрленӗшӗн III степеньлӗ «СССР Хӗç-пăшаллă çарӗсен ретӗнче Тăван çӗршывшăн службăра тăнăшăн» орденпа чысларӗç.

19731974 çулсенче вăл ертсе пыракан çар комиссариачӗ призывпа Атăлçи тăрăхӗнче пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ.

Наградисем унăн тата та пур: Хӗрлӗ Çăлтăр орден, «Германие çӗнтернӗшӗн», «Совет Çарӗпе флотне 30 çул», «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» медальсем... 

Аслă пичче çемьере пирӗншӗн  яланах, уйрăмах вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче (1947 – 1957), ырă тӗслӗхчӗ. Вăл кашни çул тенӗ пекех отпуска яла килетчӗ. Йывăр вăхăтра çемьене укçа, посылкăпа апат-çимӗç ярса пулăшатчӗ. Пире, Сима йăмăкпа иксӗмӗре, шкулта вӗренме кӗнеке-тетрадь, атă-пушмак, тӗрлӗ мечӗк туянса паратчӗ. Спортра та маншăн тӗслӗхчӗ вăл, вăрăм дистанцисене ним мар чупса тухатчӗ, йӗлтӗр спортӗнче разрячӗсем пурччӗ. Илья Миронович хăйне астăвакансен асӗнче çирӗп ыйтакан командир, ыр сунакан ертӳçӗ, шанчăклă юлташ пек юлнă. Йывăр чир хыççăн 1994 çулхи февралӗн 17-мӗшӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ, отставкăри полковник, хисеплӗ пичче ӗмӗрлӗхе куçне хупнă хыççăн Шупашкар масарӗнче канлӗх тупрӗ.

Альберт МИРОНОВ.

Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: