Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслисем çамрăккисене çырма вӗрентӗç

Чăваш литературинче çамрăк çыравçăсем питӗ сахал пулнипе малашне Чăваш Республикинчи писательсен пӗрлешӗвӗсен йышӗ аванах чакасси паллă.

Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехетре, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче ҫамрӑк авторсемпе опытлӑ калем ӑстисем тӗл пулӗҫ, тесе пӗлтерет «Чăваш халăх сайчӗ» chuvash.org  

Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, семинара 45 ҫул тултарман ҫыравҫӑсем хутшӑнайӗҫ. Вӗсем валли темиҫе секци ӗҫлӗ.

«Поэзи» секцире ҫамрӑксемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тӗл пулӗ, «Прозӑра» – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Улькка Эльмен, вырӑсла ҫыракан авторсемпеЧӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Гордеева. Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч харӑсах икӗ секцире: «Публицистикӑра» тата «Драматургире» – ӗҫлӗ.

Лидия Филиппован социаллă сетьри страницинчи сăнӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев