Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСРА ЮЛМАЛЛИ ТӖЛПУЛУ

Офицерсем шкулта хăюлăх урокӗсем ирттерчӗç

Çар профессийӗ ӗмӗртенех хисеплӗ пулнă. Хăюллă çак çынсем хамăр хушăрах пурри çав тери савăнтарать. Патриотизм уйăхлăхӗн хӳттинче тата çывхаракан Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалласа Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗн вӗренекенӗсем «Боевое братство» Пӗтӗм Раççейри ветерансен обществăлла организацийӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗнче тăракан отставкăри офицерсемпе тӗл пулчӗç.

Тӗлпулăва Чернобыль АЭСӗн инкекне пӗтерме, Çурçӗр Кавказри вăрçа хутшăннă ентешӗмӗр Владимир Ярухин, Афган вăрçин ветеранӗ, ВДВ бригадин разведка ушкăнӗн ертӳçи Марс Саяпов, Афган тата Ангола вăрçисене хутшăннă пӗрремӗш класлă çар летчикӗ Леонид Чернов, атомлă шывай киммин командирӗ Александр Емелькин подполковниксем тата «Боевое братство» уйрăм ертӳçин çумӗ, Афган вăрçин ветеранӗ Марат Юсупов майор килчӗç.
Офицерсем виçӗ ушкăна пайланса кӗçӗн, вăтам тата аслă классемпе хăюлăх урокӗсем ирттерчӗç. Хăйсем суйланă профессин, çар училищинчи вӗренӗвӗн хăйнеевӗрлӗхӗсемпе, çар çыннин пурнăçӗпе, ку профессие суйласан мӗнле çăмăллăхсем пуррипе паллаштарчӗç.  Интернационаллă тивӗçе тӗрлӗ çӗршывра пурнăçланă чухне мӗнле йывăрлăхсемпе тӗл пулнине, кăтартнă паттăрлăхсем çинчен те каласа пачӗç. Тӗлпулăва çаплах районти Ветерансен канашӗн председателӗ, Афган вăрçин ветеранӗ Виктор Петухов та хутшăнчӗ. Афган вăрçи мӗнпе асра юлнине каласа кăтартрӗ вăл. Шкулта химипе биологи вӗрентекен  Петр Мулеев та пирӗн Афган вăрçин ветеранӗ, вăл каласа пани те ачасемшӗн интереслӗ пулчӗ. Çапла паллашрӗç пирӗн шкул ачисем сумлă çар профессийӗпе.( Геннадий КАРСАКОВ.Çӗпрел районӗ,Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество