Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСТĂВĂМ КӖНЕКИ КĂЛАРАСШĂН

Афган вăрçин ветеранӗ Виктор Петухов Афганистанра пулнă районти кашни салтак çинчен информаци пуçтарать. Владимир Ярухин подполковникпа пӗрле астăвăм кӗнеки те кӑларасшӑн.

Иртнӗ эрнере Çӗпрел районне кайсан çула май «Кӗр мӑнтӑрӗ» конкурсра 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ Ольга Владимировна Петуховăна Кивӗ Çӗпрелне редакци парнине кӗртсе пама шут тытрӑмӑр. Телефонпа шăнкăравласа пӗлтерсен Ольга Владимировна: «Ырӑ сунса кӗтетпӗр!» – терӗ. Калаçса татӑлнӑ адреспа çитсен пире вӗсен кӗçӗн ывӑлӗ кӗтсе илчӗ. Парне хуçи хăй те нумай кӗттермерӗ, часах пире хирӗç тухрӗ. «Чей ӗçтермесӗр ниçта та ямастпӑр», – терӗ. Пӳрте иртме хушрӗ. Кил хуçи Виктор Петрович вара пире хӑйпе иккӗмӗш хута хӑпарма чӗнчӗ. Килте вӑл музей йӗркеленӗ иккен.

Виктор Петрович Петухов Хӑймалу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Салтака кайма вӑхӑт çитсен Афганистана лекнӗ. Мӗн кӑна курман-ши вӑл çак икӗ çул хушшинче?.. Ун пирки «Суварта» темиçе çул каялла тӗплӗн çырнăччӗ.
Виктор Петрович Çапăçусене хутшăннă ветерансен районти канашне виççӗмӗш çул ертсе пырать. Вăл Афганистанра пулнӑ районти çынсене пӗрле пуçтарнă, кашнине тӗрев парать.


Сӗтел çинче темиçе хулӑн папка выртать. Пӗринче – мӗнле мероприятисем ирттерни пирки пухнă хутсем, тепринче – ирттермелли мероприятисем çинчен. Ку уйӑхра та вӑл нумай ӗç тума палăртнă. Районти шкулсенче хăюлăх урокӗсем ирттересшӗн. Виктор Петрович Афганистанра пулнă кашни салтак çинчен информаци пуçтарать. Çак даннăйсемпе çитес вӑхӑтра астăвăм кӗнеки те кӑларасшӑн вăл. Владимир Ярухин подполковник кăларма пулăшать ку кӗнекене.
Наградăсем те нумай Виктор Петровичăн. Чи малтанах СССР Президентӗнчен М.Горбачевран илнӗ грамотăна асăнмалла. Ăна В.Петухова салтакран таврăнсан 1988 çулта панă. Пӗр стена туллиех  наградăсем кунта унăн: район пуçлăхӗнчен, çар комиссарӗнчен, Тутрин генерал-майортан, ТР Министрсен Кабинетӗнчен пани, ытти  Тав хучӗсен шучӗ те çук. Нумай пулмасть, иртнӗ кӗркунне, Виктор Петровича Афганистан ветеранӗсен Раççейри союзӗн «Тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орденӗпе чысланă.  
Хаклă кӗнекесем те нумай В.Петуховăн архивӗнче. Çавсен хушшинче Н.В.Проняев генерал-лейтенант тата Афганистанăн Революци Канашӗн председателӗ Бабрак Кармаль парнеленисем те пур. Сăнӳкерчӗксем те нумай çамрăк чухнехисем, хальхи вăхăтри тӗлпулусенчен. Батальон командирӗ ун валли вилес умӗн сăнӳкерчӗксен альбомӗ туса хăварнă.
Музейри пӗр стенана Виктор Петрович ывăлӗ валли хăварнă. Александр Петухов салтака кайса килнӗ хыççӑн киле таврӑннӑ. Анчах чун каялла çарах туртнӑ. Халӗ вӑл контрактпа хӗсметре тăрать. Унӑн та наградисем самаях пухӑннӑ ӗнтӗ, хӗсметре нумай вӑхӑтах пулмасан  та.  
Петуховсен музейӗнче мӗн кăна çук: тӗрлӗ формӑсем, пуçа тӑхӑнмалли шлемсем, парашют, гранатăпа мина муляжӗсем, çывăрмалли михӗ тата ытти те. Хӑшне укçа парса илнӗ, хӑшне пӗрле службăра тăнă туссем панă. Пӗр михӗ çӗрулмипе улăштарса илнӗ япала та пур унӑн коллекцийӗнче.
Çавӑнпа районти ачасем хаваспах кунта экскурсие çӳреççӗ. Виктор Петрович кашни экспонат çинчен питӗ интереслӗ каласа парать. Тăван çӗршыва юратма, ӑна тӑшманран хӳтӗлеме вӗрентет вӑл ачасене. Çара кайсан пӗр-пӗрне пулăшса пымалли, йывăр вăхăтра юлташсене пăрахса хăварма юраманни пирки те ăнлантарать ветеран.  
Ку çеç те мар, пур енчен те пултаруллӑ Виктор Петрович. Вӑл сӑвӑсем те çырать, статйисем те тӗрлӗ хаçатра пичетленеççӗ. Спортпа та питӗ туслӑ. ГТОн ылтăн паллине те тивӗçнӗ вӑл. Бадминтонла выляса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, ку енӗпе ăна çитекен çук. Чупассипе те 50 çултисен хушшинче Виктор Петрович Çӗпрел районӗнче малта.
Питӗ чаплӑ музей йӗркеленӗ Виктор Петрович. Ман шутпа, кашни ачапа çамрăкăн чӗринче патриотизм туйӑмӗ çуралать кунта пулса курсан. Музей хуçине сывлӑх сунатпӑр, хаклӑ экспонатсен шучӗ хушӑнсах пытӑр, пулӑшакансен йышӗ ӳстӗр. (Оксана БЕРДНИКОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество