Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 «АТАЛАН» СĂВĂ КОНКУРСНЕ ПӖТӖМЛЕТРӖ

5 çултан пуçласа 50-ран иртнисем таранах сăвă каласа ăмăртрӗç

Чӑваш наципе культура автономийӗ çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ февралӗн 21-мӗшӗнче паллă тăвакан Тăван чӗлхе кунне халалласа сăвă калассипе онлайн-конкурс йӗркелерӗ. Унта 5 çултан пуçласа 50-ран иртнисем таранах хутшăнчӗç. Сăвă вулакансен видео роликӗсене «Аталанăн» Инстаграмри аккаунтӗнче лартсах пычӗç. Кăмăл пур пулсан конкурсантсем сăвă вуланине халӗ те аталансем патне кӗрсе пăхма пулать.

«Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Юлия Еремеева пӗлтернӗ тăрăх, литература ăмăртăвне хутшăнакансен шучӗ 26 çынпа танлашнă. Конкурса февраль уйăхӗн пуçламăшӗнче кăна уçнине шута илсен цифра пӗчӗк мар. Географи те анлă, Чăваш Енрен те, Самар облаçӗнчен те хутшăнас кăмăллисем пулнă.
Февралӗн 24-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче​ жюри пайташӗсем конкурса пӗтӗмлетрӗç. Çавсен шутӗнче ТР ЧНКА Ӗçтăвком председателӗ Владимир Иванов, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ Сильвия Чаркина, «Аталан» председателӗ Юлия Еремеева, чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн активистки Кристина Головина пулчӗç. Жюрие çӗнтерӳçӗсене палăртма çăмăл пулмарӗ. Конкурсантсем пӗринчен тепри маттур. Ӳсӗм çулне кура конкурса хутшăнакансене 5 категорие пайланă: 5-7 çултисем, 8-9 çултисем, 10-13 çултисем, 14-18 çултисем, 18-тан аслăраххисем. Пӗтӗмпе 15 çӗнтерӳçӗ.
Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыççăн Чăваш Енрен тепӗр виçӗ заявка çитнӗ. Шел пулин те, палăртнă вăхăтран каярах ярса панипе вӗсене жюри шута илеймерӗ.
Камсем-ха çӗнтерӳçӗсем? Паллашăр, эппин.

1-мӗш вырăн
Степан​ Никишкин, 6 çулта (Çӗпрел районӗ, Кивӗ Йӗлмел ялӗ);
Илья Ильбикин, 9 çулта (Çӗпрел районӗ, Упи ялӗ);
Дима Бульбов, 10 çулта (Аксу районӗ, Беловка ялӗ);
Оксана Краснова, 16 çулта (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел ялӗ);
Анжелика Ильдукова, 53 çулта (Элмет районӗ, Патраклă ялӗ).

2-мӗш вырăн
Стефания Чаркина, 5 çулта (Хусан хули);
Мария Сардиванова, 8 çулта (Хусан хули);
Арина Андреева, 10 çулта (Çӗпрел районӗ, Упи ялӗ);
Анастасия Жукова, 14 çулта (Çырчалли хули);
Алевтина Нухратова, 45 çулта (Чистай районӗ, Анат Кăтрата ялӗ).

3-мӗш вырăн
Миа Григорьева, 5 çулта (Анат Кама хули);
Алена Исаева, 8 çулта (Лениногорск районӗ, Çӗнӗ Шешкел ялӗ);
Вадим Краснов, 10 çулта (Çарăмсан районӗ, Акрель ялӗ);
Эвелина Панаева, 14 çулта (Пăва районӗ, Альших ялӗ);
Надежда Ильдимирова, 42 çулта (Аксу районӗ, Кивӗ Саврăш ялӗ). ​
Çӗнтерӳçӗсем пурте конкурс партнерӗсенчен асăнмалăх парнесене тивӗçеççӗ. «Аталан» пӗрлешӳ парнесемпе пулăшнăшăн Владимир Иванова, «Сувар» хаçата тата Хусанти вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне тав тăвать. ​

Хамăр инф.
«Аталан» архивӗнчи сăнӳкерчӗксенче:

Анжелика Ильдукова.

Оксана Краснова.

Степан Никишкин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев