Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АТĂЛÇИ ПĂЛХАР ИСЛАМ ЙЫШĂННИНЕ ХАЛАЛЛАСА

Мероприяти Пăлхарта майăн 21-мӗшӗнче иртет

2022 çулта юбилей çулӗ пулнипе çак куна уйрăмах сулмаклă ирттерчӗç йӗркелӳçӗсем тесе каланине тӗрӗс тееймӗн. Мӗншӗн тесен кăçал та «Изге Болгар жыены» пысăк мероприятипе иртесси çинчен каласа пачӗç «Татар-информ» ИА йӗркеленӗ пресс-конференцие хутшăннă спикерсем. Унта ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, Пӗтӗм тӗнчери тутарсен конгресӗн Ӗçтăвком председателӗ Данис Шакиров тата Пăлхар патшалăх историпе архитектура музей-заповедникӗн директорӗ Рамиль Зиганшин тӗл пулчӗç журналистсемпе.

 

«Изге Болгар жыены» (Çветтуй Пăлхар пухăвӗ) 1989 çултанпа иртет. Çулран çул унăн хăвачӗ вăйланса пырать. Кăçал Хусанта иртекен «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum» Халăхсен хушшинчи экономика форумне хутшăнакансене – пӗтӗмпе сахалтан та 40 пин çынна – кӗтеççӗ йӗркелӳçӗсем. Çакăн пек пысăк йыша йышăнма хатӗр Пăлхар çӗрӗ. Уяв программи, тӗпрен илсен юбилей çулӗнчен пит улшăнсах тăмасть: ал ăстисен ярмăркки, тутар наци ташши-юррине, ал ӗçне хăнăхтарма мастер-классем, арабсен çырулăхӗпе хăйсен ятне çырма вӗрентекенсем ӗçлӗç. Паллах, спорта та тимлӗх уйăрнă – кӗрешӳçӗсем призшăн тупăшӗç. Намаз вăхăчӗ çитсен пурте соборлă тӳремре намаза тăрӗç. Паллах, çак кун Пăлхарта музейсем, куравсем, тематика таварӗсене сутакан лавккасем кашни хăнана тараватлăн кӗтсе илӗç.

Çак пысăк уява курма пырас текен уйрăм çынсен хăйсен тăрăшăвӗпе çитме тивӗ – Хусантан «Южный» автовокзалтан маршрутлă автобуспа, юханшыв портӗнчен ракетăпа кайма пулать.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗкӗ С. Колесниковăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: изге болгар жыены