Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Атăлçи регионӗсенчи ачасем валли Хусанта "Робосабантуй-2022" иртӗ

Унта 6-12 ҫулсенчи ачасем хутшӑнӗҫ. Мероприяти февралӗн 27-мӗшӗнче иртет

Ӑмӑртӑва çакӑн пек номинацисенчен пӗринче хутшӑнма пулать: Lego-роботсем хушшинчи сумо (кӗрешӳ), чертежник, роботсен футболӗ, пултарулӑх проекчӗсен конкурсӗ, Lego-конструкторсем тăвакансен хушшинчи "Ӗмӗтлен, хатӗрле, тӗрӗсле" конкурс. Ҫӗнтерӳҫӗсем хаклӑ парне илӗҫ.

Мероприятие наукӑпа техника пултарулӑхне ачасем хушшинче анлăрах сарма, робототехникӑпа информаци технологийӗсемпе кӑсӑкланассине аталантарма, ҫавӑн пекех пултаруллӑ ачасене тупса палӑртма ирттереççӗ. Çӗнтерекенсене талантсене пулӑшмалли программӑна кӗртме палӑртнӑ. 2017 тата 2018 ҫулсенче иртнӗ фестивальсене Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 200 ытла ача хутшӑннӑ пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев