Атăлçи тăрăхӗнче кашни регионра «Время героев» федераци проекчӗ евӗрлӗ программăсем ӗçлеме пуçланă
Раççей Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗр декабрӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ «Единая Россия» парти съездӗнче федераци кадр программине регион шайне анлăлатма сӗннӗ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан регионсен опычӗпе усă курасси – пуçарăвăн тӗп тӗллевӗ. Федерацин Атăлçи округӗнче кун пек регион – Самар облаçӗ. Унта 2024 çулти октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа «Школа героев» программа ӗçлет. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансене професси илме, ăна хăнăхма тата ӗç тупма пулăшать.
Март уйăхӗ тӗлне Федерацин Атăлçи округӗн регионӗсенче программăсемпе усă курма 5,3 пин яхăн çын регистраци иртнӗ. Пуринчен ытла Тутарстанра – 1061, Чулхула облаçӗнче – 888 тата Пушкăртстанра – 825 заявка килнӗ. Вӗсенчен 745 çын суйласа илӗç тата 360-шӗ резервра пулӗç.
«Хальхи вăхăтра пирӗн паттăрсем хастарлăхпа çирӗплӗх тата Тăван Çӗршыва парăннине кăтартаççӗ. Вӗсенчен нумайăшӗ граждан службинче тăма хатӗр. Вӗсем тӗрлӗ çӗрте ӗçлеме пултараççӗ: экономикăпа социаллă сферăран пуçласа культура тата спорт таран», – тенӗ РФ Президенчӗн Атăлçи федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров.
Тутарстанра ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли «Батырлар. Герои Татарстана» программа ӗçлет. Мартăн 11-мӗш тӗлне унта хутшăнма Паян 1061 заявка панă.
«Татар-инфом» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев