Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аташса кайсан кӑмпа шухӑш ҫук

Ӗнер каҫпа улттӑмӗш сехетре васкавлӑ службӑсен 112 номерпе шӑнкӑрав килнӗ. Ореховка поселокӗ ҫумӗнчи кон завод патӗнчи вӑрмана кӑмпа пуҫтарма килнӗ хӗрарӑм хӑтаруҫӑсене аташса кайни ҫинчен пӗлтернӗ.


Раҫҫей МЧСӗн Тутарстанри Управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма шырама "Тура" ОП пожарныйӗсем, йытӑсемлӗ спасательсем,
вӑрманҫӑ тата «LIZA ALERT» шырав отрячӗн волонтерӗсем ӑна шырама тухнӑ.
Пурте пӗрле тӑрӑшнипе вӑрманта аташса кайнӑ хӗрарӑма ҫурҫӗр иртсен Урняк ялӗн ҫывӑхӗнче шыраса тупнӑ. Хӑтарнӑ ҫынна квадроциклпа ҫул патне илсе ҫитернӗ, хӑтаруҫӑсен машининче ӑшӑтнӑ, вӗри чей ӗҫтернӗ те килне ӑсатнӑ. Медицина пулӑшӑвӗ хӗрарӑма кирлӗ пулман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев