Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АТЬСЕМ, КАÇАРĂР, ПУЛĂШАЙМАСТĂП…

Шел, Раççей паян хăйӗн чи лайăх ывăлӗсене çухатать, çав шутра Тутарстан чăвашӗсем те…

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи те манăçман-ха пирӗн, акă каллех хура çăхан çӗршыв çийӗн явăнать, фашизм эткерӗ пуçне çӗклерӗ. Украинăри ятарлă çар операцин хыпарӗсене куллен сывламасăр итлетпӗр,  200-мӗш груз йышӗнче палланă  хушамат тухасран чун хăрать... 

 

Аслашшӗн ячӗпе

 

Апрелӗн 15-мӗшӗнче тăван ялӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнă Элшел каччи (Пăва районӗ), Ульяновскри  31-мӗш штурмпа десант бригадин гварди ефрейторӗ, разведчик-пулеметчик Михаил Афанасьев (1992 çулхи) контракт службине кам-тăр ӳкӗтленипе е урăх ӗç тупайманнипе мар, чун хушнипе суйланă. Украина пăлханнă вăхăтра, 2014 çулта, контракт çарне кайнăскер, малалла мӗн кӗтессине тавçăрнах, çавах та шухăшне улăштарман. Контрактăн пӗр срокӗ вӗçленсен, тепӗр 5 çула тăснă. 

Тӗрӗссипе, Ульяновскри  по­ли­тех­ника университетне бюд­жетлă вырăна вӗренме кӗнӗскер, пӗтерсе пӗр-пӗр офисра ӗçлеме пултарнă вăл,  ашшӗнни пекех алли мӗнпур ӗç патне пынăран ытти çӗрте те çухалмастчӗ. Анчах кам ăçта кирлӗреххине Турри хамăр çураличченех çырать пуль çав...

– Атте ман ир вилчӗ. Аппа 10-ра, эп 8-та, йăмăк 4-ра юлтăмăр. Пӗрремӗш ывăл çуралсан ăна аттен ячӗпе Миша ят хутăмăр. Унпа йывăрлăхсем пулнине астумастăп, лăпкăччӗ, каланине итлетчӗ, салтакран килсен тăвансемпе пӗрле ларнă чухне ӗçсе пачӗ-тӗр кăшт, капла чухне эрех ӗçнине пӗрре те  курман эп, сигарет туртмастчӗ, намăс сăмах каламастчӗ, нумай калаçма юратмастчӗ. Хăй тӗллӗнех гитара калама вӗренчӗ. Наряд-мӗнрен пушансанах киле килсе каятчӗ. «Атте, эп килеп, мунча хутса хураймасна», – тесе шăнкăравлатчӗ малтан. Килсен кăштик канатчӗ те, тӳрех: «Атте-анне, мӗн ӗçлемелле?» – тетчӗ... – куççульне çăта-çăта йы­вăр калаçăва пуçларӗ ашшӗ Гри­горий Михайлович. 

 

Пулеметчик,  урăх никам та мар

 

–  2013 çулта кӗркунне салтакран килсен тепӗр кунхине: «Ну, мӗскер тăван, ачам? – теп кăна. «Атте, контрактпа каяп»,–  терӗ. Докуменчӗсене военкомат урлă пуçтарчӗ. 2014 çулта Севас­тополе кайса пăхрӗ, кăмăлне кайманнипе каялла таврăнчӗ. Астрахань облаçӗнче Тинӗс-çар пехотинче служить турӗ вăл, такки çавăнта каясшăн пулчӗ. Калининграда та тухрăмăр. Инçе терӗ. Кайран Чӗмпӗре шăнкăравларăмăр: «Кăмăлӗ пур-тăк, килтӗр», – терӗç. Çапла 2014 çулхи июльтен çавăнтаччӗ. 

Çурăм хыçне пытанакан çын разведчик пулаймасть, унта лекес тесен  çирӗп сывлăх, хăю­лăх, яваплăх кирлӗ. Ентешӗмӗр çут тӗнчене çак пахалăхсемпех килнӗ.  Çемьере асли пулнăран, мӗн пӗчӗкрен  шăллӗпе йăмăкӗшӗн яваплăха туйнă.

– Уйрăм командирне лартас­шăн пулчӗç, механик-водителе вӗренме  ярасшăнччӗ, вăл вара: «Пулеметчик, урăх никам та», –  кăна терӗ. Каратепе хăмăр пиçиххиччӗ ун. Каратене шкулта чухнех çӳрерӗ, Чӗмпӗре кайсан та тренировкăсене пăрахмарӗ, –  çар чаçӗн «Уçă алăксен кунӗсенчен» пӗринче тытăçу çапăçăвӗн ăсталăхне ывăлӗ мӗнле кăтартнине ӳкернӗ видеопа  паллашнă май малалла тăсăлчӗ пирӗн калаçу. Службăра тăнă вăхăтра «Гонка героев» чăрмав­семлӗ, экстремаллă  чупупа Пӗтӗм Раççейри çарпа спорт ăмăртăвӗнчен, мотовездеходсемпе УАЗ-пикап биатлонран та юлман Элшел каччи.

– Контрактăн пӗр срокӗ вӗçленсен, тепӗр 5 çула çырчӗ. Пӗр çулне служить турӗ-и, çук-и – ха­лӗ астумастăп. Пӗррехинче килнӗ те шухăша кайса тăрать. «Мӗс­кер, ачам, йывăр мар-и?» – ыйтрăм унран. «Атте, йывăр, ну, камăн та пулсан служить тумал­ла вӗт», – терӗ кӗскен. Ытлашшине нихăçан та каласа памастчӗ, ыйтсан: «Атте, сана вăл кирлӗ-и?» – тетчӗ кăна.  

 

Черчен чун

 

Çакăн пек çирӗп хул-çурăмлă спортсмен, ытлашши сăмах вак­ламан хăюллă разведчик-пулеметчик чунра мӗнле черчен те ачаш пулнине сахал кам пӗлнӗ пуль, мӗншӗн тесен чунрине  никамах та пит уçман вăл.

– Йăмăкне çав тери юрататчӗ, каникулсенче килсе илсе каятчӗ, тумлантаратчӗ, киносене  çӳретчӗç. Таня та: «Тете килет, тете килет», –  тесе кӗтетчӗ. Хӗр те Чӗмпӗрте пирӗн, педагогика институтӗнче виççӗмӗш курс пӗтерет кăçал. Тетӗшӗпе çывăх тăратчӗç. Миша ăçта та пулсан кайсан, таврăннă çӗре хваттерне кайса тирпейлесе-тасат­са, апат пӗçерсе хуратчӗ, –  ачисен туслăхӗ çинчен сăмах пу­çарсан  Григорий Михайловичăн  куçӗсем шывланчӗç. – Атте, пенсие тухап та асатте ӗçне (тимӗрçӗ) тăвап тетчӗ. Иккӗмӗшӗ те ывăл пирӗн, Хусанта вӗренсе тухнăранпа иккӗмӗш çул Мускавра пурăнать. Таврăнмасть ӗнтӗ яла вăл, хӗрӗмӗр те качча кайӗ те килмӗ. Çак çурт Мишша валли пулать тесе пурăнаттăмăр амăшӗпе. Плансем пысăкчӗ пирӗн, ун валли тимӗрпе ӗçлеме мӗнпур инструмента туянса хурасшăнччӗ. Халь кам валли пирӗн çурт?  – ывăлне  мӗнле хытă юратни, мӗнпур ӗмӗте виçӗ ачинчен ытларах унпа çыхăнтарнине пытармарӗ Афанасьев – асли. – Çемье тумаллине аса илтерсенех,  чунӗ сиснӗн: «Володяпа Таня пур сирӗн», – тесе сăмаха пăратчӗ.   

Çемье çавăрасшăн пулманнипе мар, пурнăç юлташне чи шанчăклине,  пӗр-пӗрне çур сăмахран ăнланаканнине тӗплӗн  шыранипе кăна çапла  каланă вăл. Шухăш-ӗмӗтне сăввисенче çырнă. Тăванӗсене ӗмӗр асăнмалăх 10 сăвви сыхланса юлнă Мишăн. Юлашкинчен çырнă сăввинче те акă мӗн чухлӗ шанчăк, ӗмӗт... Çав шутра Турă çырнă пӗртен-пӗр çынна тӗл пулса унпа ӗмӗр ӗмӗрлесси, ача-пăча ӳстересси те. Турă çырнине тӗл пулнă-ха вăл. Юлашки хутӗнче те тăван килне Чӗмпӗр хӗрӗпе Аньăпа килнӗ. Çемье çавăрма çеç ӗлкӗреймен...

Юлашки хут...

 

– Отпускраччӗ вăл, яла хӗ­рӗпе килнӗччӗ. Январӗн 9-мӗ­шӗнче кăна службăна тухмаллаччӗ. Казахстан пăлханать. Январӗн 6-мӗшӗнче чӗнтерсе илчӗç. Хамăрăн «Газель» пур пирӗн, çав кун каçхинех Хусан автобусне кăларса лартса ятăм. Юлашки хут февралӗн 23-мӗшӗнче каçхине телефонпа калаçрăмăр хăйпе. Ун хыççăн хыпар пулмарӗ. Март уйăхӗн 5-6-мӗшӗсенче тӗлӗк куртăм: урампа утса пырап пек, хапха умӗнче шăтăк, шăтăкра хура шыв. Алăри телефон шурӗ те çак шыва ӳкрӗ. Телефона илмеллех ман тетӗп, чикмекпе антăм пек, унта 3-4 телефон та пур, манăнни çук... Çавăн чухнех чӗрем ырă мара сис­рӗ, чăтрăм, арăма каламарăм. Апрель уйă­хӗн 12-мӗшӗнче хыпар çит­рӗ... Снайпер йӗтес шăмми (ключица) тӗлӗнчен лектернӗ, вилес умӗн Миша: «Атьсем, каçарăр, пулăшаймастăп...» – тесе ӗлкӗрнӗ терӗç. Юлашки саманчӗсем мӗнле пулнине каласа паракан пуласса шанатăп-ха...  

Çăлтăр

 

Гварди ефрейтора Михаил Афанасьева апрелӗн 15-мӗшӗнче тăван Элшел ялӗн масарне чыслăн пытарчӗç. Хисеплӗ караул та пулчӗ, хăйӗн çар чаçӗнчен те килнӗччӗ. Венок айне пулнă вилтăпри çинче халӗ те Десант çарӗн ялавӗ вӗлкӗшет. Ашшӗпе амăшӗ чартак та лартма ӗлкӗрнӗ. Çамрăк пулсан та ун çумне хăйсем валли те вырăн хăварнă. Вăхăт çитсен ывăлӗн икӗ енӗпе юнашар выртасшăн вӗсем. Ашшӗ хăй аллипе сӗтелпе сакă та ăсталанă, масар çине вырнаçтарма кăна ӗлкӗрейменччӗ-ха: «Лайăх пултăрччӗ ăна»... –  калаçу çак тӗле çитсен ассăн сывларӗ те сасси çӗтрӗ ашшӗн. Сывлăш çавăрсан тепӗр тӗлӗкне каласа пачӗ:

 – 40-мӗшне асăннă кун каçхине «Вести» пăхнă вăхăтрах çывăрса кайнă хам. 15-17-мӗш минут пӗрремӗш сехет тӗлӗнче тӗлӗк курса вăранса кайрăм: арăмпа иксӗмӗр ларатпăр пек, хирӗçре чӳречерен икӗ çутă курăнать, акă вӗсем çӳлелле улăхаççӗ, стенасем те çук пек хамăрăн, икӗ çутăран пӗри çăлтăр пулчӗ те тусем çинчен çӳле хăпарса кайрӗ, пӗр çути çӗр çинче юлчӗ. Ывăлăмăрăн чунӗ çăлтăр пулса пиртен уйрăлса çӳле кайрӗ, тепӗр çути хӗрӗ-тӗр тетпӗр арăмпа...  Мӗн тăвăн, вăрçă çухатусăр пулмасть, ывăлăмăра Турă çапла çырчӗ-тӗр, –  чăтма çук йывăр пулсан  та чунне хытарать Григорий Михайлович. Хăйӗн те çӗрӗпе ыйхи килмесен те мăшăрне Луи­за Владимировнăна упрама тăрăшать.  Мӗншӗн тесен хуйха чăтма амăшне тата йывăртарах. Çутçанталăк законӗпе ачана атте-анне мар, ача ашшӗ-амăшне пытармалла та çав, пур чухне те апла пулса пымасть, уйрăмах хальхи вăхăтра... 

Михаил  Афанасьева Украи­нăри паттăрлăхшăн Патшалăх наградине пама тăратнă, награда çемьене хальлӗхе çитмен-ха. Вырăнти ял хутлăхӗн ертӳçи В.Сюрмин çитес вăхăтра ялта, шкул патӗнче, палăк лартассине те пӗлтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев