Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Атӑл урлӑ ҫӗнӗ кӗпер дамбӑсӑр пулать

ТР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче Мускав-Хусан пысăк хӑвӑртлӑхлӑ трассӑна тӑвас ыйтусемпе ӗҫ ушкӑнӗ канашланӑ

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ М12 автоҫула туни пулӑҫсемпе туристсене Атӑл патне анса ҫыран хӗррипе ҫӳреме чӑрмавламасть.
Тутарстанӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Фарит Ханифов сӑмахӗсем тӑрӑх, нимӗнле чару та пулмасть.
"Кӗпер патӗнче Атӑл тӑршшӗпе ирӗклӗн ҫӳреме май пулӗ. Паян ҫак ыйтӑва пачӗҫ, ҫакна техзадание ҫирӗплететпӗр.
Проектировщиксем пире хирӗҫ тепӗр утӑм турӗҫ, вӗсем ирӗклӗн куҫса ҫӳреме юранине проектированин заданийӗнче ҫырӗҫ.
Атӑл урлӑ выртакан ҫӗнӗ кӗпере свайсем ҫинче тӑвӗҫ. Займище поселокӗ патӗнчи пек дамба тума палӑртмаҫҫӗ. Проектировщиксем кӗпере Гребени ялӗн ҫывӑхӗнче тума шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта тусан, экологие чи пӗчӗк сиен кӳрӗнет.

ТР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче Мускав-Хусан пысăк хӑвӑртлӑхлӑ трассӑна тӑвас ыйтусемпе ӗҫ ушкӑнӗ канашланӑ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев