Атьӑр Беловкӑна, йӗлтӗрпе чупма!

Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче кăçал та «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» спорт ăмăртăвне ирттереççӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кăçал çанталăкӗ хӗллехи ăмăртусем валли чух кăна. Пӗлтӗр юр çуккипе ăна беловкăсен ятарласа турттарма тивнӗ. Çапах мероприятие çӳллӗ шайра йӗркелеме пултарчӗçех.
Кăçалхи «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» мартăн 7-мӗшӗнче иртет, шучӗпе вăл 8-мӗш. Йӗлтӗрпе чупассине аксусемсӗр пуçне кӳршӗллӗ районсенчен те хутшăнаççӗ. Мероприятин тӗллевӗ – спорт ăмăртăвне халăхра сарасси, çынсене сывă пурнăç йӗркипе пурăнма илӗртесси.
Ăмăртусене вырăнти йӗркелӳ комитечӗ хатӗрлет. Кашни çул ку ӗçе Анатолий Бульбовпа Владимир Кожеманов Аксу муниципаллă районӗн çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмӗ тӗрев панипе пурнăçлаççӗ. Нумай тăкака вӗсем тахçанах хăйсем çине илнӗ. Ăмăрту ăçта иртессине, медицина пулăшăвӗпе, çӗнтерӳçӗсене наградăпа тивӗçтерессине, урăх çӗртен килекен спортсменсене çӗр каçма вырнаçтарассине те – йăлтах йӗркелӳ комитечӗ пурнăçлать.
Ăмăртусем çул ӳсӗмне кура 25 категорипе иртеççӗ: 7 çултан пуçласа 70-тен иртнисем таран. Унсăр пуçне «Атте, анне, эпӗ – спорт çемйи» эстафета пулать. Йӗркелӳ комитетӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, ăмăртусен программи ирхине 8 сехет те 30 минутра регистраципе пуçланать. Тата çакна та манмалла мар: ăмăрту положенийӗпе килӗшӳллӗн, кашни спортсменăн сывлăх йӗркеллине çирӗплетекен тухтăр панă справка пулмалла. Паллах ӗнтӗ маскăна та манса хăвармалла мар. Вӗсемсӗр хутшăнма пулмӗ.
Тата çакна палăртса хăвармалла, беловкăсем черетлӗ ăмăртăва тăван ялӗн 100 çулхи юбилейне халалланă.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
9 апреля 2021 - 11:25«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллă Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан, пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.28900
-
9 апреля 2021 - 09:11РФ Патшалӑх Думин депутачӗн шухӑшӗпе пирӗн ачасене тӑван чӗлхесене вӗренме явӑҫтармалла Ачасен тӑван чӗлхесене вӗренес кӑсӑклану пултӑр тесен, ҫак предмета вӗрентес методикӑна улӑштармалла. Тӗп пусӑма вӑйӑпа вӗрентес методикӑсем ҫине тумалла23100
-
8 апреля 2021 - 14:20Чӗмпӗр чăвашӗсене пуринчен те ытларах пулăшнă кӗпӗрнаттăр отставкăна каять Сергей Морозов Ульяновск облаçне 2005 çулта ертсе пыма тытăннă. Паянхи куна вăл Раççейри кӗпӗрнаттăрсенчен чи нумай ӗçлекенни шутланать33602
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 апреля 2021 - 06:00Юратнă çыннăмăра юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăрАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Петр Александрович ЕВЛАМПЬЕВ апрелӗн 2-мӗшӗнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать10800
-
19 марта 2021 - 14:57Эсӗ пирӗншӗн ылтăнран та хаклăЭлмет районӗнчи Клемтел ялӗнче пурăнакан юратнăран та юратнă çыннăмăр Луиза Васильевна ОСИПОВА март уйăхӗн 25- мӗшӗнче 80 çул тултарать15000
-
19 марта 2021 - 14:22Вăрăм ӗмӗр сунатпăр сана!!!Аксу районӗнчи Çӗньялта пурăнакан хаклă çыннăмăр, хастар та ӗçчен чăваш каччи, нумай çул каялла «Звено» колхоз председателӗ, газовик пулса ӗçленӗскер, Константин Яковлевич ЕФРЕМОВ мартăн 19-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ13900
-
8 апреля 2021 - 14:20Чӗмпӗр чăвашӗсене пуринчен те ытларах пулăшнă кӗпӗрнаттăр отставкăна каять Сергей Морозов Ульяновск облаçне 2005 çулта ертсе пыма тытăннă. Паянхи куна вăл Раççейри кӗпӗрнаттăрсенчен чи нумай ӗçлекенни шутланать33602
-
9 апреля 2021 - 11:25«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллă Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан, пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.28900
-
9 апреля 2021 - 09:11РФ Патшалӑх Думин депутачӗн шухӑшӗпе пирӗн ачасене тӑван чӗлхесене вӗренме явӑҫтармалла Ачасен тӑван чӗлхесене вӗренес кӑсӑклану пултӑр тесен, ҫак предмета вӗрентес методикӑна улӑштармалла. Тӗп пусӑма вӑйӑпа вӗрентес методикӑсем ҫине тумалла23100
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика