Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АТТЕ ТАВРĂНЧӖ, ПИЧЧЕ КИЛЕЙМЕРӖ...

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче пурне те йывăр пулнă: фронтри салтаксене те, тылри хӗрарăмсемпе ачасене, ватăсене те.

 

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче пурне те йывăр пулнă: фронтри салтаксене те, тылри хӗрарăмсемпе ачасене, ватăсене те. Тылрисем вăй пур таран вăрçăра хамăра хӳтӗлекенсене пулăшнă, ырми-канми ӗçленӗ. Çав вăхăт пирки мана аннепе пӗртăван аппа Евгения Ивановна Фуражкина акă мӗнле каласа панăччӗ:

«Вăрçă пуçланнă чух эпӗ 9 çултаччӗ. Аттепе аслă пичче вăрçа тухса кайрӗç. Анна аппа вара ялтан 4 километрта, Пăва районӗнчи Красное Поле ялӗ çывăхӗнче, окоп чавнă çӗрте ӗçлерӗ. Вăрçа пула халăх çемьене тăрантаракансемсӗр тăрса юлчӗ. Колхоз ӗçӗсем йăлтах хӗрарăмсемпе ачасем, ватăсем çине тиеннӗ. 

Хӗлле эпӗ шкулта вӗренеттӗм, çулла вара çăвӗпех колхоз хирне çумлаттăмăр. Шкулта вӗренме кирлӗ условисем те çукчӗ ӗнтӗ, анчах пурпӗр ачасем пурте вӗренесшӗн çунатчӗç. Чернил çукчӗ, çавăнпа та хăрăма шӗветсе калемпе çыраттăмăр. Киле панă ӗçе хăйă çутипе кивӗ кӗнекесенчи йӗрке хушшисене çыраттăмăр. 

3-4-мӗш класра вӗренекен ачасем аслисемпе тан ӗçлетчӗç – лаша кӗтӗвӗ кӗтетчӗç, утă, тислӗк турттаратчӗç. Ӗçленӗшӗн ӗç кунӗ çырса пыратчӗç. Анчах та уншăн çăкăр памастчӗç çав – пӗтӗм çăкăра фронта ăсатнă. Ялти халăх вара пахчара мӗн ӳссе çитӗннипе тăранса пурăннă. Çулла апат енчен питех те хӗсӗкчӗ вара: улма-çырлапа, кăмпапа, тӗрлӗ курăкпа тăранса пурăннă, çăкăр пӗçернӗ çӗре мăян хушнă. 

Пичче аманса Хусанти госпитальте сипленнӗ. Сывалсан каллех фронта ăсатнă ăна. Вăл штабра писарь пулнă. Пичче вăрçăран таврăнаймарӗ. Аттепе анне калаçăвӗ тăрăх, пичче тăнă çӗрпӳрт çине тăшман бомба пăрахнă. 

Вăрçă вӗçленчӗ. Пурте савăнчӗç. Анчах та Çӗнтерӳ савăнăçӗ час-часах куççульпе ылмашăнатчӗ, мӗншӗн тесен пурте вăрçăран киле таврăнаймарӗç. Пирӗн атте таврăнчӗ. Вăл аманнăччӗ, çапах та ӗçлеме пултаратчӗ. 

Вăрçă вăхăтӗнче пирӗн пӳрт пысăкчӗ, пилӗк чӳрече урамалла тухатчӗ. Çурт тулли хваттере кӗнӗ çынсемччӗ пирӗн патра – окоп чавакансем. Çӗрӗпе лампа çунатчӗ: пӗрисем килетчӗç, теприсем каятчӗç. Çӗрле урамран çуртра çутă пулни ан курăнтăр тесе чӳречесене кармаллаччӗ, анчах кармалли нимӗн те çук. Анне тарăхатчӗ. Атте вăрçăран таврăнсан çурта урăхларах тутарчӗ вăл. «Ывăлăмăр вăрçăра вилчӗ, хӗрсем кӗçех качча тухӗç. Пире пысăк çурт мӗн тума кирлӗ?» – терӗ. Чăн та, эпир, тăватă хӗр, вăхăт çитсен качча тухрăмăр, ача-пăча çуратса аттепе аннене мăнуксем парнелерӗмӗр...»

Евгения Ивановна ӗмӗр тăршшӗпе колхозра ӗçлерӗ. Ун пурнăçӗнче савăнăçӗ те, хуйхи те пулнă. Анчах та вăл нихăçан та пуç усмастчӗ. 87 çула çитиччен пурăнчӗ. 

Лидия КАРАЕВА.

Теччӗ районӗ,

Çармăс ялӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Великая Отечественная война