Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аттесӗр çуралнă йăмăк

Декабрӗн 18-мӗшӗнче манăн аттесӗр çуралнă йăмăк Зоя Александровна Федорова 80 çул тултарать. 1941 çулхи октябрь уйăхӗнче пирӗн аттене вăрçа илсе кайнă. Ун чух Зоя çуралман пулнă-ха. Çав çулах, декабрь уйăхӗнче, пирӗн кӗçӗн йăмăк Зоя çуралнă. Çуралнă кăна – атте вилни пирки хут килнӗ. Çапла вара йăмăкăмăр та аттене курман, атте те ăна курман. Анне пилӗк ачапа тăлăха тăрса юлнă. Эпир ун чух пӗчӗккӗ пулнă, нимӗн те ăнланман.

Зояна: «Эс пирӗн ача мар, эс аттесӗр çуралнă», – тесе йӗкӗлтеттӗмӗр. Вăл вара хурланса макăрма тытăнатчӗ. Эпир ăна: «Çук, çук, эпир сана ахаль кăна каларăмăр, эсӗ те пирӗн ачах», – тесе йăпататтăмăр.
Пирӗн ачалăх ытла та йывăр вăхăта лекрӗ. Паян кун та тӗлӗнетӗп: мӗнле-ха пирӗн анне çавăн пек йывăр вăхăтра пилӗк ачана тӗрӗс-тӗкел ӳстерме, вӗрентме, пурнăç çулӗ çине кăларма пултарнă... Зоя, çемьере кӗçӗнни пулнă май, пиртен юлнă тумсемпе ӳснӗ.
Шкул пӗтерсен Зоя темиçе çул хушши колхоз ферминче дояркăра ӗçлерӗ. Унтан куçăн мар майпа института вӗренме кӗчӗ те шкулта ӗçлеме пуçларӗ. Мӗн тивӗçлӗ канăва кайичченех шкулта ачасене вырăс тата нимӗç чӗлхисене вӗрентрӗ. Çав вăхăтрах нумай çул завуч тивӗçӗсене те пурнăçларӗ.
Вăхăт çитсен йăмăк çемье çавăрчӗ, вӗсем упăшкипе Володьăпа виçӗ ача çуратса ӳстерчӗç. Ачисем пурте аслă пӗлӳллӗ, çемьеллӗ. Аслă хӗрӗ  Людмила Свердловскри финанспа экономика институтне пӗтернӗ хыççăн Нефтеюганскра финансист пулса ӗçлерӗ. Анчах та питӗ шел, вăхăтсăр вилсе кайрӗ. Çак пысăк хуйхă Зояна питӗ хуçрӗ, сывлăх енчен самай хавшакланчӗ вăл хуйхăрса.
Тепӗр хӗрӗ Елена Иваново хулинчи текстиль институтӗнче пӗлӳ илчӗ, Анат Камăра çӗвӗ фабрикине ертсе пырать. Ывăлӗ Сергей Хусанти энергетика институтне хӗрлӗ дипломпа пӗтерчӗ, халӗ «Нижнекамскнефтехим» производство пӗрлешӗвӗнче энергипе тивӗçтерекен управлени пуçлăхӗнче тăрăшать.
Паян Зойăпа Володьăн 7 мăнук, 6 кӗçӗн мăнук. Йăмăкăмăра тата нумай-нумай çул çемйипе савăнса пурăнма çирӗп сывлăх сунатпăр.

 

Наталья ЗОТЕЕВА.
Анат Кама хули.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей