Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Авалхи пăлхарсен ялав вырăнне лаша хӳри пулнă

Тӗрлӗрен тӗлӗнтермӗш курма пулать Тутарстанри чăваш ялӗсенче. Акă иртнӗ эрне вӗçӗнче эпир Элкел районӗнчи Сиктӗрмере пултăмăр.

Хӗвел вăй иле пуçланипе Сиктӗрмери хăш-пӗр тӗлте асфальт юр айӗнчен туха пуçланă. Ирхи шăплăхра çак асфальтпа таканланă лашаллă юланутсем васкамасăр правлени еннелле килеççӗ. Шак-шак, шак-шак, - инçетрен илтӗнет вӗсен сасси. Çурт тăррисене перӗне пуçланă хӗвел пайăркисем тумла тумлатаççӗ. Çуркунне инçе мар.

Юланутсем ахаль уçăлма тухманни вӗсем вырăнти ял-хуçалăх предприятийӗн кантурӗ патне çывхарнă чухне паллă пулчӗ. Ӗлӗкхи пăлхарсем пекех, тимӗр кӗпе тăхăннă, кăралпа, сăнăсемпе, щитсемпе. Йӗнер вырăнне кӗçе сарнă. Сăннисем вӗçӗнче хура лаша хӳрисенчен тунă ялавсем. Кун пек тӗлӗнтермӗше курман ял çыннисем урама туха-туха пăхаççӗ.

Пăлхарсен чи авалхи ялавӗ – лаша хӳри. Вăл патшалăх интересӗсене хӳтӗленӗ лайăх хатӗрленнӗ утлă çар тăрринче вӗлкӗшнӗ. Историрен Кубрат патша ывăлӗ Аспарух хăйӗн çарӗсене Балкан çурма утравӗ енне илсе кайни паллă. Унта тӗпленсен вӗсем фраки тата славян йăхӗсене пăхăнтарса вӗсемпе пӗрле килӗштерсе пурăнма тытăнаççӗ. Ун чухне Константинопольпа Рим хăйсен витӗмне христианство урлă сарассишӗн кӗрешнӗ пулнă. Çакă нумай çула тăсăлнă. Константинопольпа шав хирӗçекен Аспарух тăхăмӗсем Рим Папи вӗсене христианство йышăнма сӗнсен ăна 866 çулта 115 ыйту параççӗ. Вăл ыйтусем сыхланса юлман, анчах та Папа Николай-1 панă 106 хурав архивсенче пур. Çав хуравсем тăрăх эпир авалхи пăлхарсен тавракурăмӗ, пурнăç йӗрки, йăлисем çинчен кăштах тавçăрма пултаратпăр. Пӗр хуравӗнче çапла çырни пур: «Эсир çапăçăва кӗрес умӗн ялав вырăнне ялан лаша хӳри çӗклени çинен çыратăр тата тӗне кӗрсен ун вырăнне мӗн йăтммалли çинчен ыйтатăр. Сăваплă хӗрес паллисӗр пуçне тата мӗн пултăр?..»

Питӗ интереслӗ истори йӗрӗ уçăлать çак çырăва вуласан. Пăлхарсен саккунӗсем çирӗп те хаяр пулнă. Чылай чухне вăл е ку йӗркене пăсакансене вилӗм кӗтнӗ. Тӗслӗхрен, пăлхар çар çыннисем патшалăх чиккине тимлӗн сыхланă. Енчен те çак патшалăхран чура е ирӗклӗ çын пӗр-пӗр хурал тӗлӗнчен епле те пулин тарсан, ун вырăнне çав чикке сыхлакан салтаксене вӗлернӗ. Çапăçăва кӗрес умӗн пăлхарсем юрланă, вăйăсем вылянă, юмланă. Патшан чи шанчăклă та ăслă тарçи вăрçа каяс умӗнхи тӗрӗслевре çар çынни хатӗрленсе çитменнине асăрхасан – ăна вӗлернӗ. Тупа тунă чухне пăлхарсем умне хӗç е çӗçӗ кăларса хунă, ун çийӗн сăмахне каланă. Патша сӗтел хушшинче çинӗ чухне ыттисен çӗр çине ларса çимелле пулнă. Пăлхарсем Папăран икӗ арăмлă арçынсен христианство йышăнсан мӗн тумалла тесе ыйтаççӗ. Çӗнӗ тӗне йышăнсан вӗсене сиплекен чулсем вăйне çухатнипе çухатманни пирки кăсăкланаççӗ. Мӗншӗн чиркӗве кӗрсен йӗтен пиртен çӗленӗ калпакӗсене хывмалли пирки те.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев