Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Авалхи рунăсем çинчен видеоролик кураканшăн интереслӗ пулнă

Питӗр чӑвашӗсем пуҫтарӑннӑ

Чӑваш АССРӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул тата Ленинградри чăвашсен ентешлӗхне 95 çул çитнине халалланă курав Санкт-Петербургри Раççей наци библиотекин Тӗп курав залӗнче чаплă лару-тăрура уçăлчӗ. Курава йӗркелекенсем: Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗ, облаçри Чăваш ентешлӗхӗн Ваттисен канашӗ, Ленинград облаçӗнчи Чăваш культура обществи, «Товарищество офицеров «Сыны Отечества» йӗркеленӗвӗн Санкт-Петербургри​ уйрăмӗ. Ку мероприяти август уйăхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртрӗ. Унтанпа вăхăт иртрӗ пулин те вулакансене пӗлтерес килет.

Мероприятие уçнă çӗре ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн çумӗ Татьяна Казакова, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин, ЧР Наци библиотекин директорӗ Светлана Старикова, ЧНК президиумӗн пайташӗ, ыркăмăллăх фончӗн директорӗ Павел Вязов, Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн Санкт-Петербургри уйрăмӗн пайташӗ Инна Зоина, ЧНК активисчӗ Владислав Грачев килсе çитрӗç.
Эпир пурне те çăкăр-тăварпа, «Юрату» фольклор ансамблӗ юрă-ташăпа кӗтсе илтӗмӗр. Курава Раççей наци библиотекин генеральнăй директорӗн çумӗ Валентин Сидорин уçрӗ. Вăл ЧАССР 100 çуллăхӗпе саламласа регионти чăвашсен автономийӗ активлă ӗçлесе пынине палăртрӗ.
ЧР культура министрӗн çумӗ Татьяна Казакова​ кӗскен ЧАССР 100 çулне халалланă мероприятисем çинчен каласа пачӗ. Санкт-Петербургри чăвашсен автономийӗ Валериан Гаврилов ертсе пынипе ăнăçлă ӗçлесе пынине палăртрӗ. Унтан вăл ӗçре палăрнисене ЧАССР 100 çуллăхӗн юбилейлă медалӗпе наградăларӗ. Ку ӗçе вăл ЧР Пуçлăх тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев явапласа янипе пурнăçларӗ. Хисеплӗ хăнасем пӗрин хыççăн тепри сăмах илсе пуçтарăннă çынсене саламларӗç. ЧАССР 100 çуллăхӗпе çыхăннă парнесене Санкт-Петербургри чăваш çамрăкӗсен организацийӗн председателӗ Роман Арсентьев, чăваш тӗрри кружокне ертсе пыракан Алевтина Челнокова тивӗçрӗç.
Санкт-Петербургри Нацисен Çурчӗн директорӗ Валерий Николаев Чăваш наципе культура автономийӗн инновацилле пуçарăвӗсене тӗрев пама хатӗрри çинчен калани уйрăмах хавхалантарчӗ.
Курава пӗтӗмлетекенӗ Санкт-Петербургри ЧНКА ертӳçи Валериан Гаврилов пулчӗ. Пухăннă çынсене вăл Раççей Президенчӗ çумӗнчи Чăваш Республикин полномочилле представителӗ, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн çумӗ Петр Чекмарев, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Чăваш Ен хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева тата хăй ятӗнчен саламларӗ. Коронавирус лару-тăрăвне пăхмасăр ӗçленӗ тусӗсене тав турӗ.
Курава Шупашкар районӗнчи «Бичурин и современность» музейӗ, Чăваш Ен хӗрарăмӗсен союзӗ хутшăнни ăна экспонатсен енчен пуянрах тума пулăшрӗ. Хӗрарăмсен союзӗ авалхи рунăсем çинчен ярса панă видеоролик кураканшăн уйрăмах интереслӗ. Санкт-Петербург​ ​ чăвашӗсен Раççейӗпех палăрнă​ ал ăстисен – Евгения Жачневан, Людмила Вазюкован, Мария Симакован ӗçӗсемпе паллашма май пулчӗ. Санкт-Петербургри ЧНКАн Интерактивлă музейӗн экспоначӗсем, паллах, чи пысăк вырăн йышăнчӗç куравра. Чăваш тӗррипе палăрнă ăстаçăн, Наталья Михайлован, ӗçӗсем уйрăм вырăн йышăнчӗç ку мероприятире.

Санкт-Петербургри ЧНКА.
В.Гаврилов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев