Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Авалхи йăла дискотекăпа вӗçленӗ

Халăх та улшăнать, йăласем те. Çамрăксем хальхи кӗвӗсемпе ташласшăн. Мӗнле вăрçăн вӗсене «Учук» дискотеки тунăшăн?

Кама леш енчи чăвашсен «Учук» фольклор фестивалӗ яланхи вырăнта июнӗн 29-мӗшӗнче иртет. Кăçал ăна официаллă майпа 13-мӗш хут ирттереççӗ патраклăсем. Фестивале йӗркелеме Элмет район администрацийӗ те хутшăннипе, унта чăваш çамрăкӗсен форумне ирттерме палăртнă. Çавăнпа та пирӗн халăхăн йăли-йӗркисене сăнлакан «Çумăр пăтти», «Хирти кӗлӗ», «Туслăх ярмăнкки», «Сӗркке патӗнче хăнара» темăллă площадкăсем ӗçне вӗçлесен уявра савăнăçлă чăваш дискотеки пуласси çинчен пӗлтерет Элмет райадминистрацийӗн пресс-служби. Ăна чăваш эстрада артисчӗсем ирттерӗç.
Йăлана пăсать-ши ку – калама йывăр. Тепӗр тесен, халăх савăнма килет вӗт праçнике.  Çавăнпа та чуа уçса ташланинчен сиен пулмасть-тӗр. Çамрăксен хăйсенле савăнас килет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: История традиции