Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АВАЛЛĂХ ЧӖРӖЛСЕ ТĂЧӖ СЦЕНА ÇИНЧЕ

«Шуйттан чури» мистикăллă драма этем чунӗнчи ырӑпа усал, çутӑпа тӗттӗм, ангелсемпе демонсен ӗмӗрлӗх кӗрешӗвӗн темине çӗклет

Сентябрӗн 21-мӗшӗнче
Г. Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи драма театрӗнче ТР Халăхсен ассамблейин пуçарăвӗпе наци театрӗсен сезонӗ хӳттинче чăвашла спектакль пулчӗ. К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Яков Ухсайăн «Шуйттан чури» пьеси тăрăх лартнă трагедилле постановкăпа паллашрӗç хусансем çак кун.

Спектакль пуçланиччен куракансен умне Тутар драмтеатрӗн ӗçченӗ  Ильдар Закирзянов, Чăваш драмтеатрӗн директорӗ Юрий Мефодьев, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев тата спектаклӗн режиссерӗ Наталия Сергеева тухрӗç. Наци театрӗсен представителӗсен пӗр-пӗрне ырă сунса калаçнине итлеме кăмăллă пулчӗ.
Константин Яковлев ТР Халăхсен ассамблейин Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче наци театрӗсен сезонне йӗркелессипе çыхăннă пуçарăва Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов кăмăлласа йышăннине, ăна ирттерме тӗрев панине каларӗ. Çапла майпа вăл республикăра пурăнакан халăхсене пысăк парне турӗ.
Наталия Сергеева ку постановкăна сцена çине ЧР Пуçлăхӗн гранчӗпе (Михаил Игнатьев вăхăтӗнче) кăларма пултарнине пӗлтерчӗ.
Спектакль валли ятарласа музыка çырнă, авторӗ – паллă композитор, ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, ЧР Патшалăх премийӗн лауреачӗ Лолита Чекушкина. Аваллăха сăнлакан постановкăна вăл тата та вăйлатать, куракана пӗрремӗш çеккунтсенчех хăй ытамне илет, иртни чӗррӗн тухса тăрать куç умне.
Спектакльпе чăн-чăн профессионалсем ӗçлени декорацисенчен те, костюмсенчен те курăнать. Артистсен хусканăвӗсен пластикинчен   тӗлӗнсе каймалла. Ку енӗпе ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Зоя Александрова ӗçленӗ. Сценографипе костюмсен авторӗ Светлана Зверева. Спектакле миллиметр таранччен шутласа туни, унăн илемлӗхпе тыткăнлакан эстетики,  мăнаçлăхӗ – йăлтах творчествăлла ушкăн тивӗçӗ тата, паллах, артистсен. Кашниех  хăй  сăнарне туллин, ӗненмелле, чунтан вылярӗ. «Шуйттан чури» мистикăллă драма этем чунӗнчи ырӑпа усал, çутӑпа тӗттӗм, ангелсемпе демонсен ӗмӗрлӗх кӗрешӗвӗн темине çӗклет.
Спектакль кӗлӗрен пуçланать. Сцена варринче чăвашсем авалтан пуççапса пурăннă йăх йывăçӗ ларать. Сăмах май, вăл Станислав Юхтар художникăн ӗçӗ.  Йăх йывăçӗ патӗнче мăчавар ăрăмласа кӗлӗ вулать. Ун тавра сухапуçне кӳлӗннӗ çарамас хӗрсем утса çаврăнаççӗ. Чăваш халăхӗн йăли-йӗркине пӗлмен куракан вӗсене мистикăлла сăнарсем вырăнне те йышăнма пултарать. Наталия Сергеева каласа панă тăрăх, авал чăвашсен çавăн пек йăла пулнă иккен. Таврара хăрушă чир-чӗр сарăлсан, пушар е вăрçă тухсан авалхи чăвашсем кăмăл, вăй-хал енчен çирӗп те хӗрӳллӗ, таса хӗрсене çаппа-çарамаслантарса сухапуçне кӳлнӗ. Йăла-йӗркене пӗлекен ватă кӗл тунă, хӗрсем ял тавра çӗре пӗр çаврăм чӗрсе сухаласа тухнă. Çапла вӗсем хӳтлӗх унки тунă. Çак вăхăтра пӗтӗм ял-йыша килӗсене хăваласа кӗртнӗ, арçынсен урама тухма юраман. Ку сценăна спектакльти кӗлӗ саманчӗсенче темиçе те курма пулчӗ. Çак тăтăшлăх сцена çинчи ӗçе вăйлăрах уçса пама, йăла-йӗркесен хăватне кăтартма пулăшрӗ. Чăвашăн авалхи тӗнӗпе, философилле тӗнчекурăмпа çыхăннă йăласем спектакльте татах та пулчӗç. Вӗрӳ-суру чӗлхи, юмăçлани, пиллени тата ытти те. Çакăнта ӗнтӗ чăваш халăхӗн хăйне евӗр илемӗ, çутçанталăкпа этем хушшинчи шайлашулăхӗ курăнчӗ.
Режиссер пӗлтернӗ тăрăх, постановкăна 40 ытла çын хутшăннă. Тӗп рольсене Евгений Урдюков (Юнтиер), Александр Демидов (Яструн), Ирина Вериялова  (амăшӗ), Алексей Герасимов (шуйттан), Надежда Зубкова (Туйпике), Оксана Драгунова (Çăлтăрпи) вылярӗç.
Яков Ухсайăн «Шуйттан чури» пьесăн тӗп шухăшӗ – укçана пула этем çынлăхран тухни. Ылтăн-кӗмӗле пула чун-чӗрипе хытни. Унран та ытларах – ăна шуйттана сутни. Ун серепине лекнӗ çын ырăпа-усала  уйăрма пăрахать, тăван та ют пулать, юрату та çухалать ун чӗринче. Тӗрӗссипе, çак тема этемлӗх историйӗшӗн хуть хăçан та актуаллă, вăл кивелмест.
Наталия Сергеева режиссер хăй умне чăвашсен авалхи йăли-йӗркине кăтартса панисӗр пуçне чылай тарăнрах задачăсем лартнă. Ун постановкинче халăхăмăрăн илемӗ, наци хăйтӗллӗнлӗхӗ, пуян культури, çемье хутшăнăвӗсем килӗшӳпе юрату çинче никӗсленни, çутçанталăка Турă вырăнне хурса йышăнни, унпа татуллă пурăнни уççăн курăнать. Пафоспа çырас килмест те, çапах мăнаçлă та ирӗклӗ курăнать халăхăмăр. Чӗлхемӗр мӗнле илемлӗ янрать: ирӗклӗ, анлă. Çакă мар-им аваллăхран упранса паянхи куна çитнӗ наци еткерӗ?
– Постановкăра Авалхи пăлхар вăхăтӗнчи чăвашсене сăнлас килчӗ. Ку вăл декорацисенче те курăнать. Чăннипех мăнаçлă йăхран тухнă чăвашсем. Манăн çамрăксене чăвашлăхпа мăнаçлантарас килет. Вӗсем эпир мӗнле йăхран тухнине те пӗлмеççӗ, çавăнпа  театр искусстви урлă хамăрăн авалхи историпе паллаштарас килет. Хальхи çамрăксене театрпа интереслентерес тесе те тăрăшрăмăр. Сивӗнчӗç вӗсем театртан. Спектакль илӗртӳллӗ пултăр тесе тӗрлӗ мелсем шырап. Ялти карталлă, тенкеллӗ постановкăсемпе вӗсене тӗлӗнтерейместӗн. Çынна тыткăнлакан сăнарлăх пулмалла. Асамлăх тӗнчине илсе кӗрес килет. Йăла-йӗркепе интереслентерме, костюмсемпе тыткăнлама пӗлмелле,  сюжет йӗрне те тытса пымалла. Эмоцисем урлă кăна театрпа кăсăклантарма пулать. Кашни спектакльтех çакна тӗпе хуратăп.   Малтанласа спектаклӗн жанрне фантасмагори те тесшӗнччӗ, куракана хăратас мар тесе кăна мистикăллă драма пек палăртрăм. Яков Ухсай хăйӗн сăвăлла пьесине Константин Ивановăн пӗчӗк хайлавӗсем çинче те никӗслесе çырнă: «Тимӗр тылă», «Тăлăх арăм». Вăрăм пьеса вăл, тăршшӗпе лартас пулсан тăват сехете яхăн пуçтарăнать. Çавăнпа кӗскетнӗ. Тата касмасăр лартнă пулсан вăл юмаха çаврăнатчӗ, – терӗ Наталия Алексеевна.
Наталия Сергеева Щепкин ячӗллӗ аслă театр училищине (институт) пӗтернӗ. Çирӗм çул ытла артист ăсталăхне туптанă. Режиссер пек 20 яхăн спектакль лартнă.  Ман шутпа çак постановкăра Наталия Сергееван режиссер пултарулăхӗ туллин палăрать.
Спектакльти чи эпатажлă сăнар, паллах, шуйттан пулчӗ. Ăна Алексей Герасимов пит ăста вылярӗ. Çак мистикăлла персонаж урăх, параллельлӗ тӗнчерен, вăхăт çук уçлăхран пулнине кăтартма пултарайрӗ вăл. Вăл вылянине сăнанă май пуçра пӗр май ку артист чиркӗве кайкалать-ши, тем ан ертӗр тесе причасти тăвать-ши тесе шухăш явăнчӗ.
Спектакль вӗçленсен хăйӗнпе тӗл пулса ыйтрăмах кун пирки.
– Роль йывăр тесе каламастăп. Малтан калăпланă вăхăтра сăнара мӗнлерех тăвам-ши тесе пуç ватнă, паллах. Ӗçленӗçемӗн сăнар шухăшне, пӗлтерӗшне ăнланса илтӗм те çăмăл пулса кайрӗ. Мӗн тума кирлӗ шуйттан? Мӗнлерех ăна сăнламалла? Этеме ăса кӗртме кирлӗ вăл. Ку спектакль вӗçӗнче калакан монологра палăрать. Апла ман сăнара çавăн патне илсе çитермелле. Шуйттан вăл – вăхăта парăнман сăнар. Вăл ялан пулнă, – тет Алексей.
Хăй каланă тăрăх, кашнинчех роле çӗнӗлле вылять. Сăнара вылясси залра кам ларнинчен те килет.
– Шупашкартине хăнăхнă. Малтанах кунти энергетикăна ăнланса илеймерӗм. Кайран чиперех йӗркеленсе кайрӗ, – терӗ актер.
Пысăк тав Чăваш патшалăх академи драма театрӗн ертӳçисене, артистсене пире паха спектакльпе савăнтарнăшăн.

Ирина ТРИФОНОВА.
A.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев