Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Авалхи хальхи ăрăва кирлĕ

Апрелӗн 13-мӗшӗнче Чăваш Енри Шăмăршăри «Кубрат тата несӗлсем» Культурăпа истори центрӗнче «Пӗрлӗхре — вăй» темăпа уçă калаçу иртрӗ. Мероприятие Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн академикӗн Николай Григорьевич Кондрашкин скульпторăн 75 çулхи юбилейне халалланă.

Ку мероприятие Шăмăршăри Культурăпа истори центрӗнче ирттерни ахальтен мар. Çак центра тăвассинче скульпторăн тӳпи пысăк. Н. Кондрашкин ăсталанă Кăтра патша палăкӗнчен пуçланнă уçă тӳпе айӗнчи хăйнеевӗрлӗ музей. Истори çăлкуçӗсем çирӗплетнӗ тăрăх, шăпах Кăтра патша ертсе килнӗ Вăтам Атăл тăрăхне чăвашсен мăн аслашшӗсене — кутрикурсене — VII ӗмӗрте, Аслă Пăлхар патшалăхӗ тăшмансем хӗснипе саланса кайсан. Ку пуçарура Кондрашкина вырăнти предприниматель, ЧР тава тивӗçлӗ строителӗ Николай Никонович Быков пысăк пулăшу панă, палăка хăйӗн предприятийӗн территорийӗнче вырнаçтарнă. Кăштахран ку палăк çумне Кăтра патшан ашшӗн — Кăврат патшан (605 — 670), вӗсен ăрăвне пуçласа яракан Аттил патшан (? — 453), ыттисен палăкӗсем, урăх экспонатсем хутшăннă. 

Вăтам ӗмӗрсенчи хурал башни музей пӗлтерӗшне тата та ӳстерет. 

— Паянхи тӗлпулупа эпир Чăваш Енре культура туризмӗн сезонне уçатпăр. Çак пирӗн центр тӗрлӗ халăхсен хушшинчи туслăха тата та çирӗплетме пулăштăр. Пирӗн мăн асатте Кăврат патша халалне — «Пӗрлӗхре — вăй» тенине — нихçан та манас марччӗ пирӗн. Ку енӗпе ӗçсем япăх мар. Акă, ку тӗлпулăва та тӗрлӗ регионсенчен килнӗ чăвашсем хутшăнаççӗ. Чăваш тата Болгари ăсчахӗсемпе çыравçисен хушшинчи туслăх çирӗпленсех пырать. Çакă пирӗн ентеше, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн Халăхсен хушшинчи уйрăмӗн пуçлăхне Н. Кондрашкина Болгари академийӗн «Почетный доктор наук» хисеплӗ ятне пани те çирӗплетет, — терӗ мероприятие уçса Николай Быков. 

Пухăннисене вырăнтисем çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кӗтсе илчӗç. Ваттисене асăнса авалхи йăлапа чӳк ирттерчӗç. Тӗлпулура Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов, Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Сергей Краснов, Шăмăршă районӗнчи Таврапӗлӳçӗсен пӗрлӗхӗн ертӳçи Зоя Головинская, Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи, Юрий Дадюков, Евгений Турхан çыравçăсем, Петр Фомин журналист тата ыттисем тухса калаçрӗç, тивӗçлӗ сӗнӳсем пачӗç.

Василий КАРАБАЕВ.
Н. Журавлев сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Краеведение