Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аван хыпарсем

Пенси, пособи ӳсрӗ

Пенси, пособи ӳсрӗ. Февраль уйăхӗ Раççей çыннисемшӗн савăнăçлă хыпарпа пуçланчӗ. Çак уйăхран амăш капиталӗн, социаллă тӳлевсемпе пособисен тата пенси укçин сумми ӳсрӗç. РФ Президенчӗн В.Путинăн пуçарăвӗпе йышăннă закон февралӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗчӗ пулсан та вăл январь уйă­хӗнченех ӗçлеме тытăннине хыпарлать РФ Ӗç министерст­вин пресс-служби. Урăхла каласан, çулталăк пуçланнăранпа пенси укçи 8,6 процента (инфляци сумминчен пысăкрах ку) ӳсет. Çапла вара пенсионерсем хальхинче иртнӗ уйăхшăн та индексаци сумми чухлӗ пенси укçине ытларах илӗç. Çак улшăнусем хыççăн Раççейре вăтам пенси укçи 18984 тенкӗпе танлашать.
Февралӗн 1-мӗшӗнчен инвалидсене, ветерансене, чернобылецсемпе Раççей Геройӗсене парăнакан социаллă тӳлев те 8,4 процента ӳсрӗ. Ача çуралнăшăн пӗр хутчен парăнакан пособи ку уйăхран 20,5 пин тенке яхăн, ача 1,5 çула çитиччен уйăхсерен парăнакан пособи чи пӗчӗкки 7493 тенкӗ, чи пысăкки 31282 тенкӗ пулать.
Индексацие кура амăш капиталӗн сумми те 8,4 процента ӳсет. Тин çуралнă пӗрремӗш ачашăн – 524500 тенкӗ, иккӗмӗш ачашăн ку сумма 168600 тенкӗ ытларах пулать. Çапла вара икӗ ачашăн ашшӗ-амăшӗ пурӗ 693100 тенкӗ амăш капиталӗ илет.

 

Пушкин карттипе – кинона. «Пушкин карттине» илнӗ 14-22 çулти çамрăксем валли те улшăнусем пур. Февраль уйă­хӗнчен вӗсем ку карттăпа театр­семпе музейсене кăна мар, кинона та кайма пултараççӗ. Анчах Культура министерствин тата кино фончӗн заказӗпе ӳкернӗ хамăр кино кăна пулмалла вăл. «Пушкин карттин» лимичӗ кăçалтан 5000 тенкӗпе танлашнă.

 

Парăмçăсене те хӳтӗлеççӗ. Февраль уйăхӗнчен парăм­çă­сене те хӳтӗлемелли закон вăя кӗрет. Парăмсемшӗн банксем вӗсен юлашки тумне хывса илеймӗç текех. Ӳлӗмрен парăмçăсен шучӗ çинчи мӗнпур укçана туртса илме юрамасть вӗсен, пурăнмалли минимум чухлӗ (13793 тенкӗ) хăвармалла. Енчен те парăмçăн çемьере ӗçлеймен çыннисем те пулсан, ку суммăна суд прис­тавӗсем патне заявлени çырса ӳстерме ирӗкӗ пур.

 

Сюрпризлă хваттер туянмӗç. Февралӗн 1-мӗшӗнчен куçман пурлăх туянакан прависене хӳтӗлекен закон та вăя кӗрет. Унпа килӗшӳллӗн, вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗсем февралӗн 1-мӗшӗнчен авариллӗ çуртсем çинчен Росреестра сведенисем памалла. Çапла вара информаци Куçман пурлăхăн пӗрлехи патшалăх реестрӗнче стандартлă выпис­кăра курăннăран çынсем текех сюрпризлă çурт е хваттер туянмӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев