Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Авангард» капитанӗн пӗверне улӑштарма хатӗрленеҫҫӗ

Паян "Ак Барс" "Авангардпа" серири виҫҫӗмӗш вӑйӑ вылямалла. Хальлӗхе икӗ вӑйӑ хыҫҫӑн Омск команди 0:2 шутпа малта пырать.

34 ҫулхи Алексей Емелина Хусанта "Ак Барсапа" вылянӑ вӑйӑ хыҫҫӑн йывӑр лару-тӑрура госпитализациленӗ. Плей-офӑн ҫурма-финал серийӗнче матчсем хаяр иртеҫҫӗ. Хоккеистсем пӗр-пӗрне хӗрхенни ҫук командӑсем тухса ӳкмелле вылянӑ чухне. 

Спортсмена диагноз лартайман пирки ӑна Хусантан Мускава реанимобильпе илсе ҫитернӗ. Мускаври врачсем ҫивӗч пӗвер ҫителӗксӗрлӗхне диагностикӑланӑ. Вӑл ӑҫтан тухма пултарнине ӑнлантараймаҫҫӗ.

"Лару-тӑру йывӑрччӗ, диагноза хальлӗхе ӑнланма ҫук, ҫвӑнпа ӑна Мускава илсе каясшӑн пулчӗҫ те. Пулма пултаракан диагнозсенчен пӗри – наркӑмӑшлӑ гепатит",– тесе пӗлтернӗ ТР Сывлӑх сыхлав министрерствине ҫывӑх ҫӑлкуҫ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев