Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Августăн 6-мӗшӗнче Хусанта Пӗтӗм Раççейри сывлăх фестивалӗ иртет

18:00 сехетре «Ак Барс Арена» стадионра «Больше чем йога» ятлă сывлăх фестивалӗ пуçланать. Унта пирӗн çӗршывран пуçтарăннă 5000 хӗр массăллă йога тренировкине кăтартӗ. Вӗсем патне онлайн-форматпа 25 пин хӗрарăм килӗсенчен хутшăнӗ.

Пирӗн тăрăхра пӗрремӗш хут пулса иртекен мешехе Тутарстан Республикин симфони оркестрӗн кӗвисемпе иртӗ. Çакнашкал йышлă мероприяти Раççей Рекорчӗсен кӗнекине кӗме тивӗç.

Тутарстан Республикикин Спорт министерстви тӗрев панă фестивале уçнă çӗре ТР вице-премьерӗн çумӗ Лейла Фазлеева хутшăнӗ.

Çак пысăк ӗçе хута яраканӗ – Хусанти хӗрарăмсен «Клуб лучшей жизни» онлайн-проект пуçаруçи Катя Гуру. Çак проекта пӗтӗм тӗнчипе 22 000 хӗр хутшăнать, вӗсем кашни кун йогăпа аппаланаççӗ, ташлаççӗ, кӗнекесене сӳтсе яваççӗ.  

«Ак Барс Арена» Хусанта ăçта вырнаçине пӗлменнисем валли адрес та çырнă: Хусаин Ямашев проспекчӗ, 115А çурт.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев