Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Августри канашлӑва мӗн пур педагогӑн хутшӑнма май пур

Онлайн-трансляцие http://mon.tatarstan.ru/rus/august-online.htm адреспа курма пулӗ

Кӑҫал вӗрентӳ ӗҫченӗсен августри канашлӑвӗ Елабугӑри "Адымнар-Алабуга" нумай чӗлхеллӗ комплексра ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртет. Канашлӑвӑн тӗп теми – "XXI ӗмӗрхи вӗрентӳ:  хальхи пуласлӑх валли". Унта республика ертӳçисем хутшӑнма палӑртнӑ.
Коронавирус инфекцийӗ сарӑласран асӑрханнипе август канашлӑвне хутшӑнакансен шутне чакараҫҫӗ, вӑл мӗн пур санитарипе эпидемиологи чарӑвӗсене пӑхӑнса иртӗ.
Канашлура" Вӗрентӳ" наци проектне сӳтсе явасси паллӑ. ТР Вӗрентӳпе наука министерстви 2020 ҫулта «Демография», «Образование», «Наука» наци проекчӗсене хутшӑнать тата патшалӑхӑн 6 федераллӑ программине.
Августӑн 14-мӗшӗнче ТР Вӗрентӳпе наука министерствин официаллӑ сайтӗнче августри педсоветӑн тӳрӗ трансляцине кӑтартӗҫ. Вӑл конференцие Тутарстанри мӗн пур педагога хутшӑнма май парать. Онлайн-трансляцие
http://mon.tatarstan.ru/rus/august-online.htm адреспа курма пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев