Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Августри сывлăш температури нормăран 3-5 градус ытларах

Тутарстанра августри аномалилле шăрăх декада вӗçленет. Унăн талăкри вăтам температури +23,6 градус пулнă, çакă июльти кăтартусемпе танлашать. Нормăпа хальхи вăхăтра Хусанта талăкри вăтам температура 18-19 градус пулмалла.

Географи наукисен докторӗ, ХФУ профессорӗ Юрий Переведенцев ăнлантарнă тăрăх, çакнашкал антициклонсем яланхилле нумайлăха пыраççӗ. Вӗсем пăр уйăха тăсăлма пултараççӗ. Çак эрнере юнкун-кӗçнерникун Тутарстан урлă вăйсăр сивӗ фронт иртмелле, вăл кăштах çумăрсем илсе килет тата сывлăш температурине 26-27 градуса çити чакарать. Эрне вӗçне сывлăш каллех хӗрет.

Переведенцев ăнлантарнă тăрăх, антициклонсен вăхăтӗнче вăйсăр çил вӗрет, вăл çукпа пӗрех. Çакă сывлăшри сиенлӗ хутăшсем сӗвӗрӗлменни патне илсе çитерет.

«Атмосферăна çумăрсемпе вăйлă çил тасатать. Вăл та, ку та хальхи вăхăтра çук», - тенӗ ХФУ профессорӗ.

Кăçал шăрăха пула шывсем каллех вăхăтран маларах симӗсленсе кайрӗç. Казанка тата Атăл шыври ӳсен-тăрана пула сип-симӗс, вӗсенче шыва кӗме кăмăлсăр. Нӳрӗк çителӗксӗр пулни çӗр улмипе сахăр кăшманӗн тухăçӗ çине япăх витӗм кӳме пултарать. Анчах та тӗп хăрушлăх – пушар тухма пултарнинче. Шăрăх августăн вӗçӗччен тăсăлма путарать. Сахатлан та тепӗр вунă кун нормăран 3-4 градус ăшăрах пулать. Каçсем сулхăн пулни кăна савăнтарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев