Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Авиапарк ӳсет

Тутарстанри «ЮВТ Аэро» авиакомпани паркӗ çывăх вăхăтрах Хусанта пухнă тăватă Ту-214 самолетпа пуянланать.

Тутарстанри «ЮВТ Аэро» авиакомпани паркӗ çывăх вăхăтрах Хусанта пухнă тăватă Ту-214 самолетпа пуянланать. Кун çинчен ТР Раисӗ Рустам Минниханов паян ТР Патшалăх Канашӗ патне чӗнсе кланă чух  пӗлтернӗ. Халӗ паркра тӗпрен илсен Канадăри Bombardier Regional Aircraft фирма туса кăларнă  CRJ-200 самолетсем 40 маршрутпа вӗçеве тухаççӗ. «ЮВТ Аэро» Раççей Федерацийӗнчи маршрутсенче субсиди программипе усă кураççӗ.

«ЮВТ Аэро» авикомпани паркӗ пысăкланни маршрутсен шутне тата та ӳстерме май парать. Ту – 214 самолета санкцисем хăратаймаççӗ. Специалистсене ку савăнтарать, тата тепӗр аван ен – самолета пухнă завод çывăхра пулни. Апла производителӗн техникăна пăхса тăракан бригадисем самолетсене тимлесех тăрӗç. Çакă вӗçев хăрушсăрлăхӗ çине витӗм кӳрет.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев