Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АВСТРАЛИРИ ТӖЛПУЛУ

Мӗн чухлӗ хуйхăрнă, çынсенчен вăрттăн макăрнă эпӗ атте-аннене, тăван яла аса илсе

Тăхăрьял каччи Артем Никитин Лăпкă океан флотӗнче виçӗ çул хӗсметре тăнă хыççăн тăван ялне курма кайса килчӗ те пурнăçне малалла та тинӗспе çыхăнтарма шутларӗ. Тинӗс пăрахут граждан флотӗнче ӗçлес, тӗнче тăрăх курса çӳрес шутпа Находка хулине юлчӗ. Çапла вăл ачаранах курма ӗмӗтленнӗ вӗçӗ-хӗррисӗр тинӗссене килӗштерсе пăрахрӗ те  моряк пурнăçне малалла тăсма тӗв турӗ. Чăваш каччи пӗр вăхăт  ятарлă курссенче танкермана вӗренчӗ.  Унтан «Амгунь» ятлă танкер çине лекрӗ, ку хăй тӗллӗн çӳрекен  судно Австралирен тӗнчери тӗрлӗ çӗршыва сурăх тата банан çăвӗ турттарать. Экипажӗ пысăках мар, 20 çынна яхăн çеç,  вӗсенчен виççӗшӗ –  чăваш.

Пӗр тухса кайсан çур çул ытла та çӳреççӗ вӗсем  океан-тинӗс тăрăх. Вунпӗр уйăх таврăнмасăр тӗнче касни, ишни те пулнă. Мӗнле çыршыва кăна çитмен!
Австралире сурăх питӗ нумай усраççӗ, уйрăмах  çурçӗр-хӗвелтухăç енче. Инди океанӗпе анăç енчен ишсе килекен «Амгунь»  танкер Тимор тата Арфур тинӗсӗсем урлă иртсен Лăпкă океана кӗрекен Коралл тинӗсне çитсе  Австралин Таунсвилл порт­не кӗрсе вырнаçрӗ. Кунта вӗсем шăпах çу тиемелле. Тепӗр кун экипажа канмалли кун  пачӗç. Çавăнпа усă курса ултă моряк танкер çинчен анса хулана тухрӗ, вӗсемпе пӗрле капитана пулăшаканӗ те пур, ăна моряксем хăйсем хушшинче «особист» теççӗ. Вăл ушкăн ертӳçи, унсăрăн моряксен хулана тухма ирӗк çук.
Хайхисем хулара тротуарпа вырăсла калаçкаласа малалла утаççӗ, чăвашсем вара хăйсем хушшинче тăван чӗлхепе те пуп­лесе илеççӗ. Халӗ Австралире декабрь, чи ăшă уйăх. Часах тропик циклонӗ çитмелле ку вырăнсене, вăрах çумăрсем тытăнмалла, ăна çумăр сезонӗ теççӗ. Паян вара 30 градус ытла шăрăх, хӗвел хӗртет.
Артем малалла майӗпен утса лавкка ячӗсене вуланă вăхăтра ăнсăртран хыçалалла çаврăнса пăхрӗ те туя тытнă утмăл çула çывхарса пыракан лутра арçынна асăрхарӗ. Лешӗ кӗске çанăллă шурă кӗпепе, сăрă шăлаварпа, уринче  те сăрă пушмак. Çӳçне кӗске кастарнă, пичӗ вара хӗвелпе пиçсе хуралнă. Вăл туйи çине таянса, уксахласа моряксем хыççăн утать, куçне илмест, вӗсене çав тери тинкерсе пăхать. Артема ун сăнӗ такама аса илтерчӗ, таçта курнă çын пек туйăнчӗ. Анчах кунта палланă çынсем ăçтан пулма пултарччăр?! Таçти аякри ют çӗршывра-çке вӗсем. Моряксен, ӗç хыççăн канма тухнăскерсен, хулара сувенирсем туянас, пӗрер курка кофе ӗçес шухăш пур. Çӳллӗ тӳреме çитсе хулана та пӗтӗмӗшле курасшăн. Çапла вӗсем  ушкăнпа пӗр лавккана васкамасăр кӗрсе тухрӗç те урам тăрăх тăвалла утрӗç. Тепӗр киоск пекки патне чарăнсан Артем пăхрӗ те – туяллă арçын юлман иккен, каллех вӗсен хыçӗнче тăрать. Ну юрӗ... Моряксем тепӗр лавккана кӗрсе кайрӗç. Кăштах вăхăт иртсен тухрӗç   те  – алăк умӗнче вӗсене каллех çак арçын кӗтсе тăрать.

Сталин 10 çула тӗрмене хупма пултарать терӗç

– Калăр-ха, эсир ăçтан, атьсемӗр ? –  пӗр кӗтмен çӗртен вырăсла ыйтрӗ хайхи.
– Эпир Совет Союзӗнчен, – хуравлать  асли, «особист».
– Эп сире паçăрах сăнарăм та-ха... Эсир мӗнле чӗлхепе калаçса пытăр?
– Вырăсла калаçрăмăр.
– Тата мӗнле?
– Тата чăвашла  калаçрăмăр, эпир кунта виçӗ чăваш, – калаçăва хутшăнчӗ Артем.
– Эсир чăвашсем-и?! Чăвашсем-и?! – кăшкăрса янă пекех чăвашла ыйтрӗ ку арçын.
Çав самантрах хăй аллипе куçне хупласа ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ. Пӗр вăхăт макăрнă хыççăн алă тупанӗпе куççульне шăлса илчӗ те:
– Атьсемӗр, тархасшăн, тăхтăр, мана пăрахса ан кайăр-ха. Турă пулăр... Ман сире каласа памалли пур... Эпӗ те Совет Союзӗнче çуралса ӳснӗ. Кунта 30 çула яхăн  пурăнатăп ӗнтӗ. Кăштах калаçар-ха çакăнта ларса, – сӗнчӗ урамри кафен сӗтелӗсем енне кăтартса.
Ушкăн сӗтел хушшине вырнаçса ларсан вăл хăй историне каласа пама пуçларӗ.
– Эпӗ чăваш, Чăваш Енрен, Вăрнар районӗнчен. Иван ятлă, ялта мана Ванюк тетчӗç. 1919 çулхи. Çирӗм икӗ çулта Аслă вăрçа лекрӗм, вăрçă тытăнсанах фронта илсе кайрӗç. Виçӗ уйăх ытларахран Тула хули çывăхӗнчи хӗрӳ çапăçура контузи пулчӗ, пӗр урана хытă амантрӗç. Эп тăнсăр пулнă. Вăранса кайсан пăхатăп та – нимӗçле калаçаççӗ. Мана тыткăна илнӗ иккен. Çапла нимӗçсен лагерьне лекрӗм, ман пеккисене Германие ăсатрӗç, виçӗ çул ытла чул кăларнă çӗрте ӗçлеттерчӗç. Унта тыткăна илнисем хушшинче тӗрлӗ çӗршыв­ран пурччӗ. Çарсем Германие  парăнтарса Берлина çывхарнă чух эпир Америка салтакӗсен зонине лекрӗмӗр, пире вӗсем ирӗке кăларчӗç. Вăрçă пӗтсен киле кайма хатӗрлемешкӗн тытăнчӗç. Анчах  ăнлантарчӗç: Совет Союзне таврăнсан сире тыткăнра пулнă, тăшмана сутăннă тесе Сталин 10 çула тӗрмене хупма пултарать терӗç. Нумайăшӗ тăван çӗршыва кайма килӗшрӗ, эпир вара темиçен, чăнах та, таврăнма хăрарăмăр, вăхăтлăха ют çӗршыва кайса пурăнăпăр терӗмӗр. Çапла эп кăштах Италире пурăннă хыççăн юлашкинчен шăрăх Австралие çитсе тăрăнтăм. Пăрахутпа уйăх ытла килтӗмӗр. Эпӗ салтакри пек Иван Арланов мар ӗнтӗ, мана кунта Джон тесе чӗнеççӗ. Хушамат та урăх. Вăхăтлăха килтӗмӗр те –  çакăнта пурăнсах кайрăмăр... Мӗнле-ши  унта, Совет Союзӗнче,  паянхи пурнăç? Ман пек  тыткăнра пулса таврăннисене мӗн тунă-ши? – хăйне кам та пулин пӳлесрен хăранă пек çине-çине калаçать хайхи.
– Тӗрли пулнă пуль... Халь йӗркеллех. Часах ак Аслă Çӗнтерӳ пулнăранпа 30 çул тулать. Ветерансене пӗр çӗре пуçтара-­пуçтара чыслама, парне пама ха­тӗрленеççӗ. Вăрçăра сусăрланнă çынсене правительство ятарлă çăмăл машина пама та йы­шăннă, – терӗ типпӗнрех особист.
 – Эпӗ Германире пӗр Болгари хӗрӗпе паллашрăм, унпа пӗрле Австралие килтӗмӗр, пӗрлешсе çемье çавăртăмăр. Икӗ ача пирӗн, вӗсем виçӗ мăнук çуратса пачӗç. Хамăн пӗчӗк услам ӗçӗ ман, лавкка пур, хамăра тăранса пурăнмалăх çитет... Анчах чӗрене паянччен те тунсăх туйăмӗ кăшлать. Австралирен ниçта та тухса курман эп... Кунта килсе тӗрӗс турăм-ши?  Вăхăтӗнче эп тӗрмерен хăранă çав... Мӗн чухлӗ хуйхăрнă, çынсенчен вăрттăн макăрнă эпӗ атте-аннене, тăван яла аса илсе!..  Эх!..  Хамăр çӗршыва каяс килет. Тăван ял урамӗсем тăрăх ирӗккӗн утса çӳрӗттӗм пӗрре!.. Чăваш сăмахӗ илтсе курман эп ялтан тухса кайнăранпа. Эсир чăвашла калаçнине илтсен тӗлӗнсех кайрăм, ман пуçра çиçӗм ялтăраса çиçнӗ пекех пулчӗ. Яла аса илтӗм, çавăнпа çав тери сирӗнпе калаçса пăхас килчӗ. Вăтăр пилӗк çула яхăн чăвашла калаçман вӗт.  Тăвансем мӗнле пурăннине нимӗн те пӗлместӗп. Вӗсем  эп сыввине те, ăçтине те пӗлмеççӗ. Пӗлтерме хăранă эп халиччен... Эх, мӗн туса хучӗ ку вăрçă?.. Ман шăпана пуçхӗрлӗ çавăрттарса ячӗ... – ассăн сывла-сывла, ытларах Артем куçӗнчен пăхса калаçать Иван-Джон.
– Çапла... Вăрçă сана Тăван çӗршывран, тăван ялтан уйăрнă, Ванюк пичче. Анчах та эс кунта килме хăв шутланă-çке... Çапах халӗ те таврăнма пулать пуль тăрăшсан. Аппаланса пăх, кунти  посольствăна çыр. Вăрçă çулӗсем аякка юлнă вӗт, халӗ саккунсем урăхла, никама та тӗрмене ăсатмаççӗ. Ялта сана астăваççех ӗнтӗ, тăванăрсем те пур пуль-ха, – лăп­лантарасшăн пулчӗ Артем.

Иван-Джон
 
Артем хăйне Ванюк пичче тесе чăвашла калани арçын чунӗн чи çинçе хӗлӗхне тепӗр хут пырса лекрӗ, кăмăлне çемçетрӗ пулмалла –  ик куçӗнчен каллех куççуль юхса анчӗ. Вăл ăна сăмса тутри кăларса шăлса илчӗ.
 – Пӗлместӗп çав, пӗлместӗп... Шутласа пăхăп... Çук пуль, ман валли çул татăлнă пуль çав каялла кайма... Ман мӗнле куçпа пăхас ял çыннисен куçӗнчен? Вӗсем мана сутăнчăк тесе  шутлама пултараççӗ  вӗт, хам ирӗкпе сутăннă тейӗç.  Халиччен кайман та – кайма та намăс... Аттепе тетене те фронта илнӗччӗ, анне те сывă мар пулӗ ӗнтӗ халиччен... –  шухăша кайрӗ вăл.
Унччен те пулмасть – туртăнса илчӗ:
– Тăхтăр-ха!.. Чимӗр ... Акă мӗн... Эп  сире çыру çырса парса ярам-ха. Ял адресне те паратăп. Хут çук-и сирӗн?
Особист Иван-Джона блокнотӗнчи виçӗ страницине уйăрса çурса пачӗ, ручка тыттарчӗ. Лешӗ  чӗтрекен аллипе темиçе минут çыру çырчӗ. Моряксем ăна чăрмантарас мар терӗç, çак вăхăтра хăйсем хушшинче хытă сасăпа калаçма тăрăшмарӗç. Çак  инçет­ри çӗршывра интереслӗ шăпаллă ентешне курни вӗсен чунне те хускатрӗ.
Çырса пӗтерсен Иван-Джон хут листисене аслине тыттарса:
– Çав çырăва Совет Союзне çитсе, конверт ăшне чиксе пирӗн яла ярса парсан питӗ лайăх пулӗччӗ. Тархасшăн, ярăр-ха, таçта ан пăрахăр-ха ăна. Тен, мана хуравлакан та тупăнӗ. Эх, тупăнсанччӗ...Тархасшăн, ман ыйтăва пурнăçлăр-ха, ентешсем. Тен, ку манăн тăван çӗршывпа çыхăнмалли юлашки шанăç пуль... Кунта пурте пур манăн, чухăн мар эп, акăлчанла калаçма та вӗрентӗм, анчах тăван çӗршыв çук, тăван ял çук... Мӗн виличченех çак чуна урлă касакан туйăмпа пурăнăп ӗнтӗ эпӗ. Питӗ тунсăхлатăп хамăр яла, тӗлӗкре ялан  юлташсене куратăп, вӗсемпе улăх тăрăх чупатпăр, çырмара пулă тытатпăр... Эх, пӗрре кăна хăрах куçпа вăрттăн пăхасчӗ тăван ял çине хам виличчен... Эх, кам та пулин  хыпар тăвинччӗ мана хамăр ялтан... Эсир çырăва, тархасшăн, почта ещӗкне ярăр-ха...
Моряксем кайма тăчӗç. Иван-Джон вӗсене кашнине хыттăн ыталаса, аллисене чăмăртаса тухрӗ. Юлашкинчен Артема ыталарӗ, вăрахчен ямасăр тăчӗ.
– Эх, ентешсем!.. Эх, тăвансем!.. Эсир телейлӗ, тинӗс кайăкӗсем пекех ирӗклӗ, таçта та çитетӗр. Çапах мӗн  чухлӗ çӳресен те тăван çӗршыва таврăнатăр. Ман вара çакăнтах, ют çӗршыврах, тунсăхласа  пурăнмалла ӗнтӗ... Çапах та эсир ман çырăва ан çухатăр-ха, тархасшăн, почта ещӗкне ярăр. Ку çыру  – ман шанчăк... Эх, сире теп­ре курса тăраниччен чăвашла калаçасчӗ... Чипер çӳрӗр... – халь-халь макăрса ярас пек калаçрӗ вăл чӗтрекен сассипе.
Моряксем хăйпе сывпуллашса утса кайнă хыççăн  Ванюк-­Иван-Джо­н чылайччен сӗтел хуш­шинчен тухаймасăр ларчӗ. Ун пӗтӗм вăйӗ пӗтрӗ, ытла пăлханнипе-куляннипе аманнă ури палăрмаллах чӗтреме пуçларӗ. Ватăлăх енне куçнă фронтовик аякка кайса пыракан хăнасене  мӗн çухаличчен куç илмесӗр пăхса ăсатрӗ. Икӗ куçӗнчен  куççуль сăрхăнса тухнине, пичӗ тăрăх юхса анса сӗтел çине тумланине те туймарӗ вăл.
Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев