Авӑтсам, куккукӑм!
Вулакансене Надежда Тинюкован (Акчуринан) пултарулăхӗпе паллаштаратпăр
Чăваш Енри Патăрьел районӗн Сăкăт ялӗнче пурăнакан тата чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Тинюкова (Акчурина) поэзипе ачаранах туслă. «Шухăшăмсене сăвăласа шăрçалама та вăхăт тупатăп. Сăвă вулама юратакансем чылай, мӗншӗн тесен поэзи пирӗн пурнăçа хаваслăрах, çутăрах, илемлӗрех тума май парать, çунатлантарать, хавхалану кӳрет…», – тет вăл.
КĂМĂЛТАН ЯРАМ САЛАМ!
Çӗнӗ кунăн пурте çӗнӗ.
Ак паян – чăнах вӗр-çӗнӗ!
Ӗнер – хыçалти ретре,
Ыран пултăр черетре!
Çӗнӗрен кун пуçламашкăн
Ыр сунса сире ачашшăн
Çӗнӗрен чуна уçам —
Кăмăлтан ярам салам!
Ырă пурнăçа шанар та,
Ӗненер те, юратар та.
Çӗнӗ кун савăнăçне
Парнелер-ха пӗр-пӗрне!
ÇӖНӖ КУН
Куçне уçнӑ-уçманах
Хӗвел тутлӑн карӑнчӗ,
Пит илемлӗн ярӑнса
Тӳпенелле хӑпарчӗ.
Чипер сӑнне курсанах
Шӑпчӑк сасси чарӑнчӗ.
Юрӑç кайӑк вӑтанса
Çулçӑ хыçнех пытанчӗ.
Акă чив-чив кайӑксем
Ун вырӑнне йышӑнчӗç.
Кашни хӑйӗн чӗлхипе
Çӗнӗ куна сырӑнчӗ.
Пире савса кунсерен
Хӗвел çапла култӑрччӗ!
Пурнӑç юрри ирсерен
Тӗнче тӑрӑх юхтӑрччӗ!
КИЛЕХ, ТЕЛЕЙ!
Килех, Телей, ан кай иртсе çумран!
Сана мӗнпе эп тивӗçлӗ пулам-ши?
Пӳрт алăкне яри уçса хурам,
Сар кавирне сарса пуçа таям-ши?
Хӗвел савать пурне те пӗр пекех.
Пуриншӗн те таса тӳпе, çут уйăх…
Иртсем, Телейӗм, ирт тӗпелерех.
Çумра пулсам тата мӗн кирлӗ урăх?!
Усал ӗçрен тăрасчӗ аякра,
Ыран çинчен ыр кăмăлпа шутласчӗ.
Çак тӗнчере эпир вăхăтлăха,
Телей хакне туйса чипер пурнасчӗ!
Телейлӗ эпӗ сирӗнпе,
Чӗрем суйланă ыр çынсем,
Телейлӗ эпӗ сирӗнпе,
Ял-йыш, тăван, аттем-аннем.
Телейлӗ эпӗ Тур мӗн панипе,
Телейлӗ Çӗр çинче хам пуррипе!
ИРТӖРЕХ ТӖПЕЛЕЛЛЕ
Туйăма читлӗхе хупаймастăн,
Пытарса усраймастăн хӗвре.
Вут хумастăн, шывне те сапмастăн—
Çăлкуç пек вăл тухать çиеле.
Усал чун кăмăла кăна хуçӗ.
Йӳçӗхтерӗ чипер сăн-пите.
Ыр çынсемшӗн ялан алăк уçă:
Килӗрех, иртӗрех тӗпеле!
Пуçра сывлăх пур чух, тăвансемӗр,
Хисеплер, юратар пӗр-пӗрне!
Хăнари пек кӗске пирӗн ӗмӗр…
Тав, мухтав çакă çут тӗнчене!
ПУРĂНАСЧӖ ХИТРЕ
Мӗн хитре тетӗр-и?
Мӗн таса, çав хитре.
Пултăрччӗ-çке пирте
Шухăш-кăмăл хитре!
Ырă ӗмӗт – тепре,
Ырă ăс – вăл тӗпре.
Çиçтӗр кулă питре,
Ху та пул хисепре!
Ӗçлӗ шав уй-хирте.
Янкăр пӗлӗт çӳлте,
Сумлă ватă килте,
Ачипчи хӗпӗртет.
Пурнăçăмăр – пӗрре,
Тăнăç тăтăр тӗнче!
Тур пани – йăлт пирте!
Пурăнасчӗ хитре!
ÇЫН ĂШШИ
Хӗвел ӑшшисӗр пирӗн пурнӑç çук.
Çын ӑшшине те хисеплер ку чух.
Чун кӳтсе çитнӗ вӑхӑт та пулать,
Хавшак чӗре ыратупа тулать...
Вӑйли, вӑйсӑррине пӗтме ан пар!
Чӑрмав кӑна тесе чышса ан яр!
Эп çитиччен ан тӑр эс – хирӗç тух.
Эп чӗнессе ан кӗт эс – сӑмах хуш.
Кашни мала хурсассӑн çынлӑха
Çӗнме пулать темле йывӑрлӑха!
Çын ӑшшине туйсассӑн кашни чун
Хӗвел сипетлӗн кулӗ кунран-кун!
АВĂТСАМ КУККУКĂМ
Ку-ку! Ку-ку! Хăвалăхра – куккук.
Тек кӗтейместӗп – чăтăмлăхăм çук:
– Çак çӗр çинче пурнасчӗ нумай çул,
Эс авăтсам, куккукăм, çавăн чул!
Сан сассупа илемлӗ çут тӗнче!
Асамлă вăй вӗçевӗ пит инçе ...
Инçетлӗхре – ачалăхăм курнать,
Ачаш кулса шур тутăрпа сулать!
Кӳл хӗрринчи сад пахчинче ун чух
Каçса кайсах шутлатчӗ çул куккук.
Айван ача-пăча... Вăййа мансах
Сăваттăмăр саспа – пӳрне хуçсах!
Ӳссе çитсе пӗве кӗрес чухне,
Чун илӗртмӗш куккукăн юррине
Чи çутă ӗмӗтпе çунатланса,
Хӗр туссемпе итлеттӗмӗр савса...
Шур тутăрӗ те пур, чун – çамрăках.
Çулсем вӗçеççӗ-çке çунатсăрах!
Пире телей сунса, шутне мансах,
Эх, авăтсам, куккукăм, эс çаплах!
ЧĂВАШ ЯТПАХ ПУРĂНАР!
Тӗрлӗ çӗр-шыв йышӗнче.
Чӑваш ятлӑ халӑх пур.
Унӑн аваллӑхӗнчен
Тапса тӑран вӑй тем чуль!
Хамӑрӑнах чӗлхе те –
Пуç ватмӑшӗ паянччен!
Ырӑ йӑла-йӗрке те
Упраннӑ çак таранччен...
Халӑхсемпе хутшӑнма
Пӗлетпӗр-çке йӗркине.
Ан юл тӑрса Пурнӑçран –
Ил çӗннине, кирлине!
Сапӑр, тарават, ӗçчен,
Ӑслӑ-тӑнлӑ та сатур.
Халӑх ку – хӑй пӗр тӗнче!
Кил, пӗрле пурӑнса кур!
Пӗлсе тӑтӑр-и тӗнче:
Эпир – сумсӑр халӑх мар!
Тӑван Атӑл хӗрринче
Чӑваш ятпах пурӑнар!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев